АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăр ыйтса кĕл турĕç

23 июля 2010 г.

Çумăр ыйтса кĕл турĕç

Июлĕн 21-мĕшĕнче Хусанти Турă Амăшĕн Турăшĕн пысăк уявĕ. Мĕн ĕлĕкрен ăна суккăр тата уксах-чăлахсене пулăшакан тесе шутланă, çавăн пекех тархасласа ыйтакансене те пулăшаканĕ теççĕ.

Çак куна халалласа Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче кĕлĕ иртнĕ. Турра ĕненекен халăх Турăн Таса Амăшĕнчен чуна тасатса сывлăх ыйтнисĕр пуçне çĕр çине çумăр çутарма тесе те чунтанах кĕл турĕç. Çак тĕллевпе тата Хусанти Турă АмăшĕнТурăшĕн уявне халалласа вĕсем Хĕреслĕ çула тухрĕç.Турра ĕненекенсем Кавал çулĕпе кайса Кивĕ Вăрмарти Туçи çăлĕ тĕлне çитнĕ. Унтан çăла Владимир атте çветит туса тасатнă. Хĕреслĕ çула тухнисем те, ял халăхĕ те таса шывпа çăвăннă, савăтсем çине тултарса киле валли те илнĕ. Çăл куçне Хусанти Турă Амăшĕн Турăшĕн ятне панă. Кивĕ Вăрмарта çветит тунă çăлсенчен ку иккĕмĕш пулчĕ. Ун хыççăн çĕр çине ăшă та лăпкă çумăр килтĕр тесе тархасласа кĕлĕ пулнă. Ăна çак чиркÿн настоятелĕ Владимир атте йĕркеленĕ.

Атăл тăрăхĕнче пурăнакансем кăçалхи çулла çумăр çуманнипе чăннипех те аптраса çитрĕç. Хĕвел хытă хĕртнине пула пĕвесем кăна мар, тарасасемпе çăл куçĕсем те типсе ларма пуçларĕç, симĕс курăк сарăхрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăра чрезвычайлă лару-тăру туса хучĕ. Çак тапхăрта пирĕн районта та лăпкăн лармаççĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнса йывăр лару-тăруран тухма тăрăшаççĕ, мĕн май килнĕ таран халăха пулăшас тесе ĕçлеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика