23 июля 2010 г.
тесе палăртрĕ Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, райадминистрацин пай начальникĕсемпе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ирттернĕ канашлура.
Константин Владимирович çанталăк шăрăх тăнине пула кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн районта чрезвычайлă лару-тăру пулнине, çавна май ятарлă комисси йĕркеленине палăртрĕ. Асăннă комисси членĕсем кашни ларурах районти кашни ял тăрăхĕсенче мĕнлерех лару-тăру пулнине сÿтсе яваççĕ.
«Пирĕн тĕп тĕллев - кĕске вăхăтра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырса илесси, вырăнти халăха хĕл каçма утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтересси, мăйракаллă шултра выльăх -чĕрлĕхе сыхласа хăварасси, пушар хăрушсăрлăхне, çынсен пурнăçне тимлесси », -терĕ К.Никитин. Çавăн пекех Константин Владимирович çул çÿревре автотранспорт хатĕрĕпе тимлĕ те асăрхануллă пулмаллине, руль умĕнче эрех-сăра ĕçмелле маррине, шăрăх çанталăкра шыва кĕме юрăхсăр вырăнсене кайма юраманнине уйрăммăн асăнса хăварчĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕрпе пурлăх тата экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров сăмах илчĕ. Вăл умра йывăр лару-тăру тухса тăнине пулах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра тата районсенче чрезвычайлă лару-тăру туса хунине каларĕ. Çавна май аграрин васкавлă ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе тĕрлĕрен майсемпе усă кураççĕ. Шăрăх çанталăка пула мĕн чухлĕ ял хуçалăх культурисем пĕтнине (пирĕн районпа илес пулсан 11пин те 696 гектар ял хуçалăх культурисем) тата тăкакăн виçине малтанлăха шутласа палăртнă. Вăл 348 миллион та 618 пин тенкĕпе танлашать. Ку енĕпе мĕн пур документсене хатĕрлесе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине тăратнă. «Йывăрлăхсене пăхмасăрах пирĕн май пур таран вырăнти халăха выльăх апачĕпе, паха шывпа тивĕçтерме тăрăшмалла», - терĕ Л.Петров. Çавăн пекех канашлура райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕрпе пурлăх тата экологи пайĕн тĕп специалисчĕ О.Васильев районта выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç еплерех пынипе паллаштарчĕ. Вăл кăçалхи июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне районĕпе утă 1805 тонна (вĕсенчен халăха валли сутлăх 736 тонна)хатĕрленине, 1200 тонна сеннаж хатĕрлеме тытăннине каларĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре «Шигали» ЯХПК, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи, «Павлов В.Ф» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем уйрăмах активлă пулнине палăртрĕ. Асăннă хуçалăхсенче пĕлтĕр хатĕрленĕ çитерсе яман выльăх апачĕ пуррине, вĕсене тирпейлесе хумаллине каларĕ.
Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ял тăрăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес, вырăнти халăха паха шывпа тивĕçтерес ĕç мĕнлерех пынипе кăсăкланчĕ. Пысăк Енккасси, Арапуç, Кавал, Чулкас ял тăрăхĕсене ку енĕпе уйрăмах çанă тавăрса активлăрах ĕçлемеллине асăнса хăварчĕ. Вырăнти халăха шывпа тивĕçтересси кашни ял тăрăхĕнче мĕнлерех пулса пынипе тĕплĕн тишкерчĕ. «Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса кирлĕ мероприятисем ирттермелле. Çавна май тарасасене, çăл куçсене тасатса тăмалла, шыв башнисем юсавлă пулмалла, кашни ял тăрăхĕнче, уйрăм кил хуçалăхĕсенче пичкесем шывпа хатĕр тăмалла», - терĕ К.Никитин хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.
Çак асăннă ыйтусем паянхи кун районшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕш йышăнаççĕ. Эппин пирĕн пурин те вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшмалла.