23 июля 2010 г.
Чылайранпа шăрăх тăракан çанталăк вырма вăхăтне васкатрĕ. Комбайнсем умлăн-хыçлăн уй-хире тухрĕç. Анчах та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем чылай çĕрте вăй илеймерĕç - типсе ĕнчĕç.
«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче те кун пек лаптăксем пур. Хуçалăхра 2 пин гектара яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, çав шутра 1307 гектар çинче тулă пусси, 608 гектар çинче - урпа. Шăрăх çанталăка пула вара 780 гектар тулă, 257 гектар çинчи урпа тип-шар курнă.
«Пур агротехникăлла требованисене пăхăнса акнă тĕш тырă çакăн пек пĕтсе ларни çав тери пăшăрхантарать. Çĕр пахалăхне ÿстерес, унăн структурине тытса тăрас тесе те сахалах мар тăрăшрăмăр. Юнашар районти - Куславккари «Сельхозхими» отрячĕпе килĕшÿ туса кали удобренийĕ сапрăмăр тата извеçлерĕмĕр. Çĕре пăхнине шута илсен пирĕн тухăçĕ пĕрре те ытти çулхисенчинчен кая пулмалла мар. Кăçалхи тухăç малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектартан10-12 центнер тухать. Маларахри çулсенче вара пĕр гектар пуçне шутласан 30-32 центнер тухнă пулнă. Мĕн тăвăн, çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, кăшкăрса çухăрсан та эпир ăна чараймăпăр. Кăçал вара мĕн çитĕннипе çырлахса ăна пухса кĕртмелле, малашне çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхмалла», - терĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев пучахсене пăхнă май. Вĕсем вара çиелтен пăхма илемлĕ, анчах ытла та çăмăл, ГОСТ требованийĕсене тивĕçтерменни пăхсах паллă - тырă пĕрчисем кирлĕ пек çитĕнсе çитеймен. Киввăрмарсем вырмана эрне пуçламăшĕнчех тухнă. Ку таранччен вĕсем 58 гектар çинчи ыраша пухса кĕртнĕ, унăн тухăçĕ пĕр гектар пуçне шутласан 10 центнер тухнă.Эпир вĕсем патне пынă кун Кавал ял тăрăхĕн çĕрĕ çинчи урпа пуссинчеччĕ. Халичченхи пекех кунта çĕнĕ йышши комбайнсем хир тăрăх мăнаçлăн умлăн хыçлăн çÿреççĕ. А.Никифоровпа В.Яковлев комбайнерсемпе С.Никоноров, Д.Бойков помощникĕсем тырă выраççĕ, улăмĕ валем пулса юлать. Вĕсем хыççăн А.Васильев механизатор МТЗ-82 трактор çине улăм преслакан агрегат кăкарса рулонласа пырать. Ăна вара хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх тирпейлесе хураççĕ, çавăн пекех кунта ĕçлекенсене валеçеççĕ, ял халăхăн ыйтăвĕсене те тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ. Тепĕр икĕ комбайнĕ Кавал ялĕнчи лаптăкра тулă вырса тĕшĕлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ те кал-кал пырать. Комбайнсем патĕнчен В.Илларионовпа Э.Семенов водительсем автомашинăсемпе йĕтеме турттарса тăраççĕ. Вырмана хутшăнакансене вĕри апат вырăна тухса çитереççĕ. Ĕççи еплерех пынипе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов та интересленсех тăрать, пирĕнпе пĕрле кашни участоках çитрĕ. «Тавах Кивĕ Вăрмарсене йывăр вăхăтра çакăн пек пулăшса пынăшăн, çĕре усăсăр вырттарманшăн. Паянхи куна кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акма 850 гектар хура пусă хатĕр выртать. Вĕсем пулăшнипех кăçалхи йывăр вăхăта та выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварса, аванах тухасса шанатпăр», - тет Николай Ильич ĕççи кал-кал пулса пынипе хавхаланса.
40 градуслă шăрăхра хуçалăхра ĕç вĕрет, çĕр çынни мĕн акса хăварнине пухса кĕртес тесе тăрăшать.