20 июля 2010 г.
Паян, июлĕн 20-мĕшĕнче, 30-40 çул каялла пирĕн Вăрмар районĕнче кăна мар, пĕтĕм Чăваш Республикипех паллă çын, ял хуçалăх производствин пултаруллă организаторĕ пулнă Валериан Михайлович Леонтьев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.
Паллах ĕнтĕ, хальхи çамрăк е вăтам ăрусенчи çынсем ăна пĕлмеççĕ тесен те йăнăш пулмасть, халĕ урăх вăхăт, урăх самана. Анчах та 50-60 çулсенчен иртнĕ нумай-нумай çын Валериан Михайловича лайăх ас тăвать, унăн ятне ăшшăн кăна аса илет. Эпĕ те вăл вăхăтра района ертсе пынă, В.Леонтьева лайăх пĕлнĕ, унпа алла-аллăн тытăнса сахал мар вăхăт ĕçленĕскер, ăна асăнса çак статьяна çырса хатĕрлерĕм. Ан тив, ваттисем унăн çутă сăнарне тепĕр хут аса илччĕр, çамрăксем вара вăл кам пулнине пĕлччĕр.
Валериан Михайлович Леонтьев 1930 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче Красноярск крайĕнчи Балахтинск районĕнчи Кĕçĕн Тумна ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ – Михаил Леонтьевичпа Пелагея Константиновна – 1926 çулта ялти пурнăç хĕсĕк пулнăран икĕ пĕчĕк ачипе Çĕпĕре куçса кайнă. Михаил Леонтьевич вăйпитти арçын, çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕскер, çÿлте асăннă Кĕçĕн Тумна ялĕнче колхоз йĕркелекенсенчен пĕри пулнă, пĕр вăхăт хуçалăха та ертсе пынă. Кунтах вĕсен виççĕмĕш ачи – Валериан çуралать.
1930 çул вĕçĕнче Леонтьевсем виçĕ ачипе, Георгипе, Елизаветăпа тата кăкăр ачипе Валерианпа, каялла Çĕнĕ Мăнтăр ялне таврăннă. Кунта Михаил Леонтьевича «Красные Шептахи» колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ. Каярахпа вăл çак хуçалăхрах бригадир пулса вăй хурать.
1937 çулта Леонтьевсен çемйинче тепĕр ывăл çуралать. Ăна Анатолий тесе ят хураççĕ. Маларах кайса çакна палăртса хăваратăп: Анатолий Михайлович çитĕнсе çитсен, Вăрмарти вăтам шкула тата Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтерсен, комсомол ĕçĕнче вăй хурать: ВЛКСМ Канаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, комсомол Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçлет. 1969-1974 çулсенче вăл КПСС Куславкка райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Нумай çул хушши,1976-1988 çулсенче, партин Чăваш обкомĕн секретарĕ пулса ĕçлет, пирĕн республикăра ял хуçалăх производствине малалла аталантарассишĕн нумай вăй хурать. 1988-1991 çулсенче – Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председателĕ, республикăн Верховнăй Совечĕн Председателĕ. Виçĕ çул каялла, 70 çул тултарсан, нумай вăхăт чирленĕ хыççăн вăл вăхăтсăрах çĕре кĕчĕ.
1941 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, çемье пуçлăхне, Михаил Леонтьевича, çара илеççĕ. Фронтран вăл тăван ялне каялла таврăнайман: пĕр йывăр çапăçура пуçне хунă.
Михаил Леонтьевичпа Пелагея Константиновнăн аслă ывăлĕ Георгий, 1923 çулта çуралнăскер, 1941 çулта Инçет Хĕвелтухăçне, Приморски крайĕнчи Артем хулине шахтăна ĕçлеме тухса каять, каярахпа – хăй ирĕкĕпе фронта. Вăл та Тăван çĕршывшăн, тăван халăхшăн, пулас пурнăçшăн çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Çапла вара пĕр çемьерен иккĕн, ашшĕпе ывăлĕ, хаяр вăрçă хирĕнче яланлăхах юлаççĕ...
Пелагея Константиновна виçĕ ачине, Елизаветăна, Валериана тата Анатолие, пĕччен пăхса çитĕнтерет, темле йывăр пулсан та пурне те вĕрентсе кăларать, патшалăхшăн, халăхшăн усăллă çынсем тăвать.
Анатолий Михайлович пирки çÿлерех каларăмăр ĕнтĕ. Георгий вăрçăра вилнĕ хыççăн ачасенчен чи асли Елизавета юлать, вăл Валерианран 4 çул аслăскер, вăрçăн йывăр çулĕсенче çамрăк пулсан та тăван колхозра ырми-канми ĕçлет. Кайран вара, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, Вăрмарти сĕт-çу заводĕнче мастер пулса ĕçлет. Шел пулин те, вăл та 19 çул каяллах, 65 çултах, пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Валериан 1945-мĕш çулта çичĕ çул вĕренмелли шкул пĕтерсен тăван хуçалăхра колхозник пулса ĕçлет. Каярахпа хăйĕн ăсĕпе пĕлĕвне кура икĕ çул хушши Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче вулав çурчĕн заведующийĕнче тăрăшать. 1948-1950 çулсенче вара ФЗО шкулне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 320-мĕш номерлĕ заводра (халĕ В.И.Чапаев ячĕллĕ завод) токарь пулса ĕçлет. 1950-1953 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăрать. Демобилизаци хыççăн каллех çав предприятирех ĕçлет. Кунпа пĕрлех çамрăк рабочисен каçхи шкулне вĕренсе пĕтерет, вăтам пĕлÿ илет, каярахпа вара, 60-мĕш çулсенче, партин Горькири аслă шкулĕнче куçăмсăр майпа вĕренет, аслă пĕлÿ илет.
Пултарулăхне, авторитетне кура Валериан Михайловича 1956 çулта (ун чухне вăл çирĕм улттăра кăна пулнă) парти хушнипе 30 пин шучĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Марксист» колхоза председатель пулма яраççĕ.
Çăмăл пулман вăл вăхăт. Вăрçă чарăнни те 11 çул çеç иртнĕ. Патшалăхăн ял хуçалăхне аталантарма укçа-тенкĕ çитмен. Çав вăхăтрах Казахстанра, Алтайра, Хĕвеланăç Çĕпĕрте, Оренбург тата ытти хăш-пĕр облаçре халиччен усă курман çеремлĕ çĕрсене сухалама, уçма пуçланă. Питĕ нумай ĕçлекен çын, техника, минераллă удобрени, строительство материалĕ унта кайнă. Кунти колхозсемпе совхозсем валли вара пулăшу питĕ сахал панă, пурнăç япăх та чухăн пулнă. Çавна пулах нумай-нумай çын колхоз производствинче ĕçлесшĕн пулман. Каларăмăр ĕнтĕ, Валериан Михайловича вара хăй нихăçан та курман, пĕлмен, пĕр çынна та палламан Хĕрлĕ Чутай районне, Кивĕ Атикасси ялне, «Марксист» колхоза, янă. Анчах та ялта çуралса ÿснĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ, ĕнер кăна рабочи пулнă çамрăк çухалса кайман, вырăнти специалистсемпе, халăхпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Паллах ĕнтĕ хăш-пĕр çынсемпе вăрçăнма, «çапăçма» та лекнĕ. Ăна, çамрăк пуçлăха, хăратма та, хĕнеме те пăхнă. Валериан Михайлович каласа панă тăрăх, вăл хăй арăмĕпе, Анастасия Сергеевнăпа, тата пĕчĕк хĕрĕпе Розăпа пурăнакан çуртăн чÿрече кантăкĕсене темиçе хутчен те пĕлмен çынсем чулпа пере-пере çĕмĕрнĕ. Анчах та вăл хăраса ÿкмен, темле пулсан та хуçалăх малалла аталантăр тесе тăрăшнă. Çавна кура вырăнти халăх ăна Кивĕ Атикассинчи Давыдов тесе чĕнме пуçланă. Михаил Шолоховăн «Уçнă çерем» романĕнчи тĕп герой Давыдов ячĕпе ĕнтĕ.
Питĕ нумай ĕçленине, кашни ир 4-5 сехетре тăрса ĕçе тытăннине кура Валериан Михайловича шăпчăк ыйхиллĕ çын тесе те чĕннĕ. Тăрăшни, ырми-канми ĕçлени сая кайман. «Марксист» колхозра тыр-пул тухăçĕ палăрмаллах ÿсме тытăннă, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илесси те ÿснĕ, хуçалăхри ĕçченсен пурнăçĕ те лайăхланма пуçланă. Çакна кура Валериан Михайловича кĕçех тепĕр хуçалăха, районти Коминтерн ячĕллĕ чи пысăк колхоз председателĕ пулма сĕнеççĕ тата суйлаççĕ. Ку хуçалăха та вăл кĕске вăхăтрах малтисен ретне кăларма пултарать.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче 14 çул ĕçленĕ хыççăн, 1970 çулта В.Леонтьев çемйипе тăван Вăрмар районне таврăнать. Ăна çийĕнчех районти чи пысăк «Динамо» колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ.
Ун чухне хуçалăхра усă куракан çĕрсем 7 пин, сухалакан çĕрсем 5 пин гектар ытла пулнă, колхоз вăл вăхăтра 9 яла пĕрлештерсе тăнă. Çак хуçалăха вăл 10 çул хушши ăнăçлăн ертсе пынă. Вăл тăрăшнипе «Динамо» колхоз, 1976 çултанпа ХXV партсъезд ячĕллĕ совхоз, малалла вăйлăн аталанчĕ.
Кунта çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăватчĕç. Ял хуçалăхне аталантарас ĕçре наукăлла системăна çине тăрса ĕçе кĕртсе пыратчĕç.
Çакна палăртса хăвармалла. 1976 çул вĕçĕнче ХХV партсъезд ячĕллĕ совхоз территорийĕнче, Вăрманкас ялĕпе юнашар, пушмак пăрусем ÿстерекен хуçалăхсен хушшинчи комплекса туса пĕтернĕччĕ. Проектпа тата планпа палăртнипе кунта çамрăк пăрусен тата пушмак пăрусен йышĕ икĕ çултах 3200-3300 пуçа çитнĕччĕ.
Комплекса ытти хуçалăхсенчен икĕ уйăхри пĕчĕк пăрусене илсе килнĕ. Кунта вĕсене çитĕнтернĕ, 17-18 уйăха çитсен искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ. 25-26 уйăха çитсен вĕсене, пĕтĕ пушмак пăрусене, каялла хуçалăхсене илсе кайнă. Маларах специализаци тăватпăр тесе вара 1976 çулта совхоз çĕршер пуç сурăха, 650 пуç сăвакан ĕнене урăх хуçалăхсене куçарнăччĕ. «Авангард», «Тегешевский» совхозсенче те ĕнесен йышне чылай чакарса ытти хуçалăхсене куçарнăччĕ. Районти мĕн пур сурăха вара çак икĕ совхоза панăччĕ. «Урмарский» совхозсăр пуçне пур хуçалăхра та чăх-чĕп фермисене пĕтернĕччĕ. Çакна пула вара районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ. Патшалăха сĕт тата аш-какай сутмалли плансем тулмастчĕç.
XXV партсъезд ячĕллĕ совхоз тÿрремĕнех ЧАССР Ял хуçалăх министерствине пăхăнса тăнă май пире, парти райкомне, райĕçтăвкома ку хуçалăхра комплексри пăрусемсĕр пуçне пур выльăх-чĕрлĕхе те, вăл шутра сыснасене те, пĕтерсе ытти хуçалăхсенче плансене ÿстерме хистетчĕç.
Эпир, район руководителĕсем, çакăнпа килĕшме пултарайман ĕнтĕ. Республикăри хăш-пĕр пуçлăхсем хушнине пăхмасăрах эпир çак хуçалăхра 3500 пуç вырнаçнă 2 сысна фермине сыхласа хăвартăмăр, пысăк мар 45 пуç ĕне ферми те йĕркеленĕччĕ.
Çакна палăртмалла:Валериан Михайлович пултаруллă та опытлă, тарăн шухăшлă руководитель пулнă май, райкомпа райĕçтăвком хушăвĕсене пĕр пăркаланмасăр пурнăçласа пыратчĕ. Çапла вара хуçалăхра 3400-3500 пуç мăйракаллă шултра çамрăк выльăх, 3500-4000 пуç сысна пулнăччĕ. Паллах ĕнтĕ çав йышлă выльăх-чĕрлĕх валли выльăх апачĕ питĕ нумай кирлĕ пулнă. Ку пысăк задачăна та Валериан Михайлович ытти специалистсемпе пĕрле ăнăçлăн татса паратчĕ. Совхозра тĕш тырă культурисене 3500-3600 гектар çинче акса туса илетчĕç, вĕсен тухăçĕ çулсерен кашни гектартан 25-26 центнер пулатчĕ, кунсăр пуçне 250 гектар çинче çĕр улми, 200-250 гектар çинче кукурузăн симĕс массине, 200-250 гектар çинче выльăх кăшманĕ туса илетчĕç. Паллах ĕнтĕ патшалăха тĕш тырă, çĕр улми сутмалли плансем те пысăк пулнă, вĕсене пурнăçламаллах пулнă.
1979-1980 çулсенче совхоз территорийĕнче, Вăтам Энĕш юхан шывĕ çинче, пĕр миллион ытла кубла метр шыв пухăнакан пĕве тунăччĕ. Мелиораци кăткăс системине туса 600 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене шăваратчĕç. Çак лаптăк çинче пиншер тонна утă, сенаж хатĕрлетчĕç.
Каярахпа опыт, практика çакна кăтартса пачĕ. Комплексра 3200-3300 пуç пăру, вăл питĕ нумай пулнă, нумай хуçалăхсем хăйсемех пушмак пăрусене çитĕнтерсе, вĕсене пăрулаттарса, нумай сĕт паракан ĕнесем тума пултарнă, маларах, специализаци тăвиччен, çавăн пек пулнă та ĕнтĕ.
Каярахпа, 1984-1985 çулсенче, Ял хуçалăх министерстви хирĕçленине пăхмасăрах, комплексри пушмак пăрусен шутне чакарса унта 450-500 пуç сăвакан ĕнесем тăратнăччĕ. Çак пысăк ĕçре пире парти обкомĕн секретарĕ А.Леонтьев тĕрĕс ăнланса пулăшса пынăччĕ. Сурăх фермисене те пур хуçалăхсенче те çĕнĕрен йĕркеленĕччĕ. Кун хыççăн район патшалăха выльăх-чĕрлĕх продукци сутмалли плансене те пурнăçлама пуçларĕ.
Валериан Михайлович çĕр ĕçне тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе ăнăçлă йĕркеленисĕр пуçне строительство енĕпе питĕ нумай тăрăшатчĕ. Вăл хуçалăха ертсе пынă çулсенче (1970-1980 çулсем) совхозра шкул ачисем валли ĕçпе кану лагерĕ тунăччĕ, хуçалăх территорийĕнче икĕ вăтам шкул пулнă. Карăкçырма ялĕнче 2500 пуç сысна усрамалли комплекс, Пысăк Енккассинчи участок больницин иккĕмĕш корпусне, ача-пăча сачĕн тепĕр пайне, совхозри специалистсем валли икшер хваттерлĕ 10 çурт, Вăрманкас ялĕнче çÿлерех асăннă комплекссăр пуçне 90 ача вырнаçмалăх ача-пăча сачĕ, 18-шар хваттерлĕ пурăнмалли икĕ çурт, ытти объектсем тунăччĕ.
Анчах та 1979 çултан пуçласа Валериан Михайловичăн сывлăхĕ хавшама пуçларĕ, ун чухне вăл 49 çулта кăначчĕ. Паллах ĕнтĕ ял хуçалăх производствине 23 çул ăнăçлăн ертсе пыни, çавăншăн нумай вăй хуни, ырми-канми канăçсăр ĕçлени ахаль иртмен ĕнтĕ.
Çавна пула 1980 çулхи кĕркунне В.Леонтьева хăй ыйтнипе совхоз директорĕн ĕçĕнчен хăтарма тиврĕ. Анчах та пĕр вăхăт сипленнĕ хыççăн вăл тек чăтаймарĕ, хăйне пĕр-пĕр пысăках мар хуçалăха яма ыйтрĕ. Парти райкомĕ сĕннипе ăна «Чакинский» совхоз директорĕ пулма уйăрса лартрĕç. Кунта та вăл питĕ ăнăçлă, хĕрÿленсе ĕçлеме пуçларĕ. Анчах 1981 çулхи март уйăхĕнче ăна миокард инфаркчĕ çапса ÿкерчĕ. Нумайччен чирлесе, кăшт сывалнă хыççăн вăл хăйне каллех ĕçе вырнаçтарма ыйтрĕ. Ĕçсĕр пурăнма пултарайман вăл. Шăп çав вăхăтра «XXV партсъезд» совхозĕн территорийĕнче, шкул ачисен ĕçпе кану лагерĕпе юнашар, эпир профсоюзсен облаçри совечĕ пулшăнипе пионерсен районти лагерьне тума шутларăмăр. Куна валли опытлă, пултаруллă, ĕçлĕ çыхăнусемлĕ руководитель кирлĕ пулчĕ. Вара Валериан Михайлович ял хуçалăх работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулса ĕçлеме пуçларĕ. Вăл тăрăшнипе кĕске вăхăтрах лагере туса пĕтертĕмĕр, хута ятăмăр. Валериан Михайлович куншăн питĕ савăнатчĕ. 1984 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче, 54 çул тултарсан, вара сасартăк вилсе кайрĕ...
Çиçĕм пек кĕске те çутă, çав вăхăтрах питех те пархатарлă та сăваплă пулчĕ Валериан Михайловичăн кун-çулĕ. Хăйĕн пысăк та мухтавлă ĕçĕсемпе вăл район тата хуçалăх историйĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Пурăннă, ĕçленĕ чухне ăна икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, нумай медальсемпе наградăланă, «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Валериан Михайловичăн ĕçĕ-хĕлĕ манăçа тухмĕ, унăн çутă сăнарĕ ăна пĕлнĕ, унпа пĕрле ĕçленĕ çынсен чĕрисенче яланлăхах упранĕ.