АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пуçарăвăн тăсăмĕ

20 июля 2010 г.

Ырă пуçарăвăн тăсăмĕ

Çуллахи тÿлек те таса сывлăшлă ир. Ĕçпе çÿрекенсем пĕрремĕш рейспа район центрне çитме автобус чарăнăвне васкаççĕ. Пире хирĕç Кĕлкеш ял урамнелле çăмăл машина ярăнса кĕчĕ. «Ямуков Г.Н.» фермер хуçалăх пуçлăхĕ тырă пуссисене пăхса çаврăнса механизаторсем ĕçе çитнĕ çĕре канашлама хатĕрленсе васкать иккен.

Кĕçех хир карапĕсене вырмана кăларма вăхăт çитет. Унччен тумалли ĕçсем те пур-ха. Темле васкасан та чарăнса тăрсах калаçатпăр.

– Ну, мĕнле, Мăкăр шурта шыв тухас пек-и;

– Тăрăшатпăр-ха. Кÿлĕ тĕпне тулнă юшкăна тасатрăмăр. Халĕ çăл тĕлне тупса чавса шыв тапса тухасса шанас килет. Ĕмĕрхи шыв çулĕ тĕппипех çухалмалла мар теççĕ. Аслăрах ÿсĕмрисем хăш тĕлерех шырамаллине те кăтартрĕç. Техника та пĕр чăрмавсăр ĕçлет. Ырра шанатпăр. Сăмах май каласан кунтан хăй вăхăтĕнче темиçешер гектар хăмла анине шăварнă, инкек сиксе тухсан пушар машинисем шыв илнĕ, хуçалăхсем сахал мар шыв турттарнă, хур-кăвакал çакăнтах савăннă, кунĕпе ĕçлесе ĕшĕннĕ халăхĕ те шыва кĕрсе киленнĕ. Халĕ вара 70-мĕш çулсенчи пек пирĕн Мăкăр шур типрĕ. Ырă ĕçсем тума ăнтăлакан Г. Ямуков чунĕпе халăхшăн тăрăшаканскер халĕ те айккинче юлма пултараймарĕ. Çак пысăк ĕçе тăкаклă пулсан та хăй çине илме шутларĕ. Ырă тăвас туйăм юнра пур çав унăн. Ашшĕ, Николай Тимофеевич Ямуков, тивĕçлĕ канăва кайиччен Кĕлкеш ял халăхĕшĕн, таврари ялсемшĕн мĕн чухлĕ ырă ĕç туман-ши: пекарня уçса кунсерен халăха вĕри те кăпăш çăкăрпа тивĕçтернĕ, йĕри-тавра карта тытса ял çумĕнчех чăрăш ларттарса куç тулли ката ÿстернĕ, хĕл каçмалăх выльăх валли утă-улăм, тыр-пул, комбикорм хатĕрленĕ, пахалăхлă çăнăх хатĕрлесе йÿнĕрех хакпа сутса таврари ялсене савăнтарнă, хĕлĕн-çăвĕн ял урамĕсене тикĕслесе тасатса тăнă. Уйрăм çынсем Коля пиччен нумай ырă ĕçĕсене аса илеççĕ, йывăр вăхăтра пулăшса янăшăн тав тăваççĕ. Йăх тĕпĕнче никĕсленнĕ ырă ĕçсен пуçарăвĕ малалла тăсăлать. Нумай çулсем хушши ялăн пĕр уявĕ те Ямуковсен пулăшăвĕсĕр иртмест. Кĕлкеш шкулĕн пур ачи те Çĕнĕ Çул уявĕ тĕлне Ямуковсем тивĕçтерекен шоколада чылайранпа кĕтет. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсем, халĕ ачисем пылак çимĕçпе сăйланаççĕ. Ял халăхĕ валли ирттерекен симĕс чăрăш уявĕ те Ямуковсен пулăшăвĕсĕр иртмест. Ĕçлесе ывăннă хыççăн канма, пĕрле пуçтарăнса савăнма та Ямуковсем çулсеренех Шупашкартан артистсене илсе килеççĕ. 1942 çулта Нева шывĕнче вилнĕ В.Иванов салтака илсе килсе пытарасси те вĕсен пулăшăвĕсĕр пулмарĕ. Вулакан вĕçĕмсĕр Ямуков тенине вуласа йăлăхрĕ те пулĕ. Кăлăхах. Пирĕн Кĕлкеш ялĕнче çак хушамат кунсерен кунта асăннинчен те ытларах илтĕнет. Мухтанма юратман çамрăк сăпайлăн кăна хăйĕн ырă ĕçĕсене пурнăçлать. Ÿкерчĕк çинче эпир «Ямуков Г.Н.» фермер хуçалăхĕн техники Мăкăр шур шывне хăйĕн яланхи çулне тупса таврăнма пулăшас тĕллевпе ял çывăхĕнчи шур тĕпĕнче ĕçленĕ вăхăтра куратпăр. (Сăн ÿкерчĕкĕ Шупашкарти «Академия» колледжăн студенткин М.Ямукован)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика