16 июля 2010 г.
Çанталăк шăрăх тăрать: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ÿсекен курăксем вырăн-вырăнпа типсе ĕнсе кайрĕç темелле, шыв ыйтăвĕ те кунран-кун çивĕчленсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Республикăра тата хамăр районта чрезвычайлă лару-тăру туса хучĕç. Çак яваплă тапхăрта пирĕн пушшех те тимлĕхе ÿстермелле, шывпа та перекетлĕ усă курмалла, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пурăнмалла. Пĕр шăрпăк пĕрчи тата çунса пĕтмен пирус тĕпĕ самантрах килсĕр-çуртсăр тăратса хăварать. Çавăнпа та пирĕн çав тери тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен вырăнта пурăнакан халăх тимсĕр пулнипе пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче пушар таврашĕ сиксе тухнă тĕслĕхсем пулчĕç. Акă иртнĕ эрнере кăна-ха Чулкас ялĕ çывăхĕнчи чăрăшлăхра типĕ курăк çунма тытăннă. Юрать-ха çийĕнчех курса ĕлкĕрнĕ. С.Андреев, А.Дмитриев, А.Моисеев çаврăнăçуллă пулнипе пушара алхасма паман, çийĕнчех сÿнтернĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче Чулкас ялне иккĕлле пайлакан кĕпер çумĕнчи участокри типĕ курăка та пушар тивсе илнĕ пулнă. В.Чернов çакна асăрхаса çывăхра пурăнакансене çийĕнчех пуçтарнă. Ял халăхĕ чупса ĕçлесе пушара урамри çуртсем патне çитме паман, сÿнтернĕ. Инкек куçа курăнса килмест тенĕ пек июлĕн 9-мĕшĕнче Чулкаспа Кивĕ Мăнтăр ялĕсем хушшинче кăнтăрла 11 сехетре типĕ курăк çунма тытăннă. Аякрах та мар хырлăхпа хăйăр упракан базăна пушар тивесрен самаях тăрăшма тиврĕ. Кунта районти ПЧ-39 тата райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçченĕсем те çийĕнчех çитсе пулăшу кÿчĕç, тавах вĕсене. Çав кунах чиркÿ енне каякан çул хĕрринче те çырмари типĕ курăк çунма тытăннă, юрать-ха çакна ялта пурăнакан В.Иванова çийĕнчех курса, ял халăхне чĕнсе çулăма алхасма паман, кил-çуртсем патне çитиччен сÿнтерсе ĕлкĕрнĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех темиçе хут та пушар пулма пуçлани пирĕн татах та асăрхануллăха ÿстермеллине систерет, унсăрăн тем курса ларăпăр. Пурлăх пухса çурт-йĕр лартасси ансатах маррине харпăр-хăй ĕнси çинче тÿссе курнă çын ăнланатех. Çавăнпа та ял тăрăх территорийĕнче пурăнакансене пурне те асăрхануллă пулма ыйтатăп. Кирлĕ-кирлĕ маршăнах вăрмана кайса кăвайт чĕртсе ялкăштариччен çулăмран мĕн килсе тухма пултарнине шухăшласчĕ, ним айăпсăр айăплă пулса юлас марччĕ. Канас тесен кăвайт чĕртмесĕрех майне тупма пулать. Вăрмансене, шыв хĕррисене кайсан харпăр хăй хыççăн çÿп-çап купи хăварас марччĕ. Ялсенче пурăнакансен шывпа перекетлĕ усă курмалла, колонкăри шыва ытлашши юхтарни хальхи вăхăтра ытти çынсенчен кулниех пулать.