16 июля 2010 г.
Вун виççĕмĕш çул ĕнтĕ Мăнçырма ял уявĕ – Акатуй – кунта çуралса ÿснĕ, велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă Алексей Трофимова асăнса маунтинбайк енĕпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри тата республикăри ăмăртусемпе, кантри кросс марафонпа çыхăннă. Икĕ куна пыракан ăмăртусем яланхиллех июлĕн 8-мĕшĕнче пуçланчĕç.
Унта хутшăнма Казахстанри, Çĕнĕ Шупашкар, Ижевск, Чулхула, Таганрог, Самара хулисен, Омск, Ленинград облаçĕсен, хамăр республикăри Патăрьел, Çĕмĕрле тата тăван Вăрмар район командисем – пурĕ 200 яхăн спортсмен - кăмăл турĕ. Спортсменсем 11 сехетре старта тухрĕç. Вĕри çанталăкри хĕрÿ тупăшура пирĕн район спортсменĕсем – 1998-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче – Мăнçырмари Н.Мясников 1-мĕш, 1996-1997 çулсенче кун курнисенчен М.Владимиров (Мăнçырма) 2-мĕш, Д.Яковлев (1996-1997ç.ç., Кивĕ Вĕренер) 3-мĕш , спорт мастерĕн кандидачĕ Р.Боредский (Пинер) 1994-1995 çулсенче çуралнисем хушшинче 1-мĕш вырăнсем йышăннă. Хĕрсен кăтартăвĕсем те лайăх:М.Чубукова (1998-1999 ç.ç., Çиçтĕпе) 2-мĕш, М.Семенова (1992-1993ç.ç., Вăрмар поселокĕ) 3-мĕш вырăнсене тухнă.
Июлĕн 9-мĕшĕнче те Н.Мясников, М.Чубукова, Д.Яковлев, М.Владимиров лайăх результатсем кăтартса хăйсен тренерĕсене – В.Сидоровпа А.Саминова тата курма килнисене – савăнтарнă.
Июлĕн 8-мĕшĕнчех, 17 сехетре, тупăшусен 1-мĕш кунĕ хыççăн, Мăнçырмари вăтам шкул территорийĕнче ăмăртусене чаплă лару-тăрура уçнă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин çак пĕлтерĕшлĕ пулăм çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи спортсменĕсене кăна мар, сывă пурнăç йĕркине мала хуракан пур Вăрмар çыннине тата вĕсен хăнисене пĕрле чăмăртани çинчен каланă.
Ку пĕрре те ÿстерсе каланă сăмахсем мар, мĕншĕн тесен асăннă ăмăртусем вĕсене ирттерме пулăшакан вуншар-вуншар ятлă-сумлă çынна пуçтарнă. Ку хутĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин Президенчĕн Мускаври представительствинче ĕçленĕ пулнă Н.Воронцов, ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерствин ертсе пыракан специалисчĕ С.Овсянников, РФ МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ, организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, Мускаври «Паркет çурчĕ» холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев, строительство компанийĕн директорĕ В.Иванов, Шупашкарти «Системпром» АУОн генеральнăй директорĕн заместителĕ В.Афанасьев, Çĕнĕ Уренгойри лавкка ушкăнĕсен директорĕ В.Пидюков, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин генеральнăй директорĕ Н.Петров, «Слава» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Павлов, «Доверие ПЛЮС» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ В.Нямин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, ЧР Спорт министерствин В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ В.Мулендеев, Мăнçырма вăтам шкул директорĕ В.Николаев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, тĕнче класлă спорт мастерĕ И.Иванов, Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, «Ресурсы» агрофирма директорĕ С.Дмитриев, «Техпрофальянс» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ В.Николаев, районти лавккасен ушкăнне тытса тăракан А.Белов, Ямбургри газ участокĕн мастерĕ А.Кузнецов, «Легион-паркет» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Н. Матвеев, Камчаткăри чăваш диаспорин «Канаш» обществин финанс директорĕ Э.Иванов, «Çĕрулмие мухтав» агрофирмăн генеральнăй директорĕ А.Капитонов, Чăваш Енри велоспорт федерацийĕн председателĕ Э.Павлов, уйрăм предпринимательсем А.Игнатьев, Ю.Федоров, Г.Семенов, Ю.Кудрявцев, Ю.Иванов, Н.Дмитриев тата ыттисем ăмăртăва курма, ăна йĕркелесе ирттерме тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама кăмăл тунă.
Х Х Х
Спорт ăмăртăвĕсемпе пĕрлех июлĕн 9-мĕшĕнче ялта Акатуй иртрĕ. Халăха саламласа, яла аталантарас тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов уява уçрĕ:
– Пире çакăн пек телейлĕ пурнăç туса парссишĕн пурнăçне, çамрăк вăйне шеллемесĕр тăшманпа кĕрешнĕ çынсене аса илмесĕр хăварма май çук. Тăваттăн кăна тăрса юлчĕç вĕсем пирĕн ялта, - терĕ Валерий Николаевич, вĕсене кĕнеке, хаклă парне пачĕ. «Они сражались за Родину» кĕнекене ялтан вăрçа тухса кайнă çынсене халалласа Акатуй умĕн пичетлесе кăларнă. Вăрçă хирĕнче пуç хунисем те, хыпарсăр çухалнисем те, киле таврăннă хыççăн вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр вилнисем те, сывă пурăнаканнисем те - пурин çинчен те вуласа пĕлме пулать ку кĕнекере. Унăн авторĕ – Мăнçырма шкулĕн директорĕ В.Николаев.
Вăрçă участникĕсене сума суса, вĕсен паттăрлăхне пысăка хурса, çирĕп сывлăх сунса Тимофеевсен çемйи (предпринимательсем) те вĕсене парне парса чысларĕ. Мăнçырмари ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ялăн социаллă-экономикăллă тата культурăллă аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн депутатсен район Пухăвĕн депутатне, Мăнçырмари вăтам шкул директорне В.Николаева, «Мăнçырма ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панине çирĕплетсе хăю çакса ячĕç тата удостоверени пачĕç. Пухăннисене пурне те саламланă май Владимир Данилович шкул коллективне, вĕренекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене хăйне çакăн пек пысăк чыс тунăшăн тав турĕ, вĕсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшнине пĕлтерчĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев уяв ячĕпе саламланă май ял ĕçченĕсене çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçленĕшĕн тав турĕ, яла пур енлĕ пулăшса тăнăшăн Мускаври «Паркет çурчĕ» холдингăн президентне Ю.Афанасьева тата строительство компанийĕн генеральнăй директорне В.Иванова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Президиумрисем пурте сăмах каларĕç, уяв ячĕпе саламларĕç. Мăнçырма çĕрĕ çинче пултаруллă та маттур çынсем пурăннипе, вĕсемпе тивĕçлипе мухтаннине палăртрĕç. «Павлов В.Ф.» фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Павлов ĕçре уйрăмах палăрнă рабочисене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ, вĕсем хуçалăх тĕрекĕ пулнине палăртрĕ. Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин Мăнçырма çыннисемшĕн чунтан савăннине палăртрĕ, уяв ячĕпе саламланă май малашнехи пурнăçра татах та пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Они сражались за Родину» кĕнекене пичетлесе кăларассипе тÿрремĕнех çыхăннăскер, Василий Николаевич кăларăма кĕске вăхăтра пичете хатĕрлесе çитерме тăрăшнăшăн унăн авторне В.Николаева тав турĕ, малалла та пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕррине палăртрĕ. Юлашкинчен пĕтĕмлетсе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов ялти çамрăксемпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, вĕсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн, ялăн социаллă-экономикăллă аталанăвне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшнăшăн Т.Ашмаринăна (шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне), Н.Романова (шкулти автобуссене пăхса тăракан механика), Н.Казакова Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Яла яланах пулăшма хатĕр спонсорсем халăха уявра чăннипех те савăнăç кÿрес тесе тĕп хуларан эстрада çăлтăрĕсен 3 ушкăнне илсе килнĕ. 13 сехетрен пуçласа 22 сехетчен артистсем юрă-кĕвĕпе савăнтарнă, ирхине 2 сехетчен дискотека пулнă. Ял халăхĕшĕн чи асра юлмалли самант – пĕрин хыççăн тепри тÿпенелле яракан тĕрлĕ ÿкерчĕклĕ салют. 23 сехет çитнине пăхмасăрах ватти-вĕтти тепĕр хут пуçтарăннă салют курма. Нимĕнле уяв та спорт ăмăртăвĕсĕр иртмест. Концерт пынă вăхăтра шкулти физкультура учителĕ Ю.Николаев тĕрлĕ спорт вăййисем йĕркелерĕ – шкула кайма хатĕрленекенсенчен пуçласа çитĕннисем таранах хутшăнчĕç тĕрлĕ ăмăртусене. Çĕнтерÿçĕсене укçа парса хавхалантарчĕç. Шашкăлла вылясси питĕ хăйне евĕр кăсăклă пулчĕ. Арçынсем хушшинче РФ Казначействин Чăваш Республикинчи Патăрьел уйрăмĕн начальникĕ, Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ спорт мастерĕн кандидачĕ Н.Федоров, тата Кавалти Н.Дмитриев малти вырăнсене пайларĕç. Виççĕмĕш вырăна Мăнçырмари пĕрремĕш разрядлă спортсмен Н.Иванов тухрĕ.
Хĕрарăмсем хушшинче Т.Ашмарина (Кавал) пĕрремĕш, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Т.Кудряшова тата О.Кудряшова (иккĕшĕ те Мăнçырма) çĕнсе илчĕç. Пур халăха та пĕр çĕре пухаканни – кĕрешÿ, паттăрсене палăртасси. Çăмăл мар вĕсене уйăрма. Çивĕч кĕрешÿ хыççăн пурне те парăнтарса Акатуй çĕнтерÿçи ятне С.Егоров (Мăнçырма) тивĕçрĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен такасăр пуçне «Слава» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен телевизор, унпа кĕрешнĕ В.Павлов тимĕр касмалли инструмента («Болгарка») тивĕçрĕ. Велоспорт ăмăртăвĕсем вĕçленнĕ хыççăн сцена çине çĕнтерÿçĕсем хăпарчĕç. Чăваш диаспорин Камчаткăри «Канаш» ушкăнăн финанс директорĕ Э.Иванов ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулне пысăк çитĕнÿсем тума сунса велосипед парнелерĕ, унпа чупма Н.Мясникова, маунтинбайк енĕпе иртнĕ ăмăртусенче çĕнсе илессишĕн пынă ăмăрту çĕнтерÿçине, шаннине каларĕ.