АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхран тухма тĕрлĕ майсем шыратпăр

16 июля 2010 г.

Çанталăк халичченхи çулхисемпе танлаштарсан ытла та шăрăх тăни ял хуçалăх ĕçĕнче нумай чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем тунарах типме пуçларĕç, шăрăха пулах çĕр улми те асапланать, чылай участоксенчи хăмласем те тип-шар кураççĕ.

Ума йывăр лару-тăру тухса тăнине пулах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра тата районта та чрезвычайлă лару-тăру туса хучĕç. Шăрăх çанталăк районти пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятисемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те пырса тиврĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче тĕш тырă пĕр шит тăршшĕ ÿсейменнисем те пур, чи çÿллисем - пур йывăрлăха та чăтма пултараканнисем чĕркуççи таран кăна çитĕнчĕç. Çак лару-тăруран ăнăçлă тухас тĕллевпе районта комисси туса хутăмăр та вĕсем вара ĕçе тытăнчĕç. Пур тĕрлĕ категориллĕ ял хуçалăх предприятисен тата хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пуçтарăнса канашлу ирттертĕмĕр. Комисси членĕсем ĕç вăхăтне пăхмасăр хуçалăхсене çитсе тип-шар курнă участоксене контроллерĕç. Агропромышленность комплексĕнчи лару-тăру чаплах маррине туйса ЧР ял хуçалăх министерствине пулăшма ыйтса çырусем янă. Аграрин васкавлă ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе тĕрлĕрен майсемпе усă куратпăр. Шăрăх çанталăка пула мĕн чухлĕ ял хуçалăх культурисем пĕтнине тата тăкакăн виçине малтанлăха шутласа палăртнă. Кĕрхи тата çурхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксем 11690 гектар çинче, пĕр çулхи хăмла участокĕ 6 гектар шăрăха пула шар курнă. Хăш хуçалăх пур агротехникăлла требованисене пăхăнса иртерех акнă, вĕсен туни çирĕпрех, апла пулин те вĕсен тухăçĕ халичченхинчен сахалтарах пулĕ. Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх апат хатĕрлессипе, тĕрлĕрен йăнăшсене шута илсе, çине тăрсах ĕçлетпĕр. Çанталăк ырлăхне кăна кĕтсе ларнипе май килмест, çавăнпа та йывăр условисенче те тухăçлă тĕш тырă, пахча-çимĕç туса илес çĕнĕ технологисене куçса паха та тÿсĕмлĕ вăрлăхсемпе усă курма тĕллев лартатпăр. Вăхăт васкатать, çĕннине пурнăçа кĕртмеллех, йывăрлăхран тухма майсем шырамалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика