АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсĕ пĕччен мар, анне

13 июля 2010 г.

Лена хуллен куçне уçрĕ. Ултă сехет çитмен пуламалла, радио каламасть, пÿртре шăп. Урамра ăмăр çанталăк. Ытти чухне ытларах çутă хĕвел пайăркисем питĕнчен ăшшăн кăтăкласа вăрататчĕç.

- Ман чунри тĕксĕм туйăмсем пекех çанталăкĕ те, - шухăшларĕ Лена. Ун умне ĕнерхи ÿкерчĕк тухрĕ. Урампа пĕр ÿсĕр хĕрарăм аран тайкаланса пырать. Ури шуса кайрĕ-ши е хăй тытăнса тăраймарĕ-и – вăл лапра ăшне кĕрсе ÿкрĕ. Аран-аран тăркаларĕ. Хăй пĕтĕмпех вараланса пĕтнĕ. Епле илемсĕр, тискер ÿкерчĕк. Хĕрарăмĕ вара - Ленăн амăшĕ.

Лена 14 çулти çамрăк хĕр ача. Вăл илемлĕ сăн-питлĕ, чакăр куçлă хĕр. Çырă çÿçĕ вăрăм. Вăл ялти шкула 9-мĕш класа çÿрет, аван вĕренет.

Ĕнерхи кун унран телейлĕ çын та çукчĕ пулĕ. Саша, Лена килĕштерекен каччă, клубран концерт хыççăн хĕре киле ăсатма ирĕк ыйтрĕ. Саша кÿршĕ ялтан. Вун пĕрмĕш класа шкула вĕсен ялне çÿрет. Сисетчĕ Лена Саша хăй те ăна килĕштернине. Тăхтав вăхăтĕнче те вĕсен куçĕсем пĕр-пĕрне шыратчĕç, тĕл пулсан вара телейлĕн ялкăшса илетчĕç. Çапах та пĕр-пĕринпе калаçма вăтанатчĕç-ха.

Ĕнер вара пачах урăхла. Ира, юлташ хĕр ачи, аппăшĕ патне хулана кайнăччĕ те, Лена клуба пĕчченех тухрĕ. Ара, районти «Парне» ансамбль концертпа килесси çинчен калакан афиша пĕр эрне малтан çакăнса тăрать те – каймасăр мĕнле юлăн.

Клуба кĕрсенех Лена каччăна курчĕ. Чунра ырă-ырă пулса кайрĕ, чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ унăн, концерт вăхăтĕнче те Саша хăй çине пăхнине туйса ларчĕ. Сцена çинчи юрăç «Пирвайхи юрату» юррине те вĕсене халалланă пекех туйăнчĕ ăна.

Акă Саша Ленăпа юнашар. Вĕсем васкамасăр урампа анаталла утрĕç. Ленăсен килĕ ял варринче вырнаçнă, клубран инçех мар. Çавăнпа та çамрăксем кил тĕлне часах çитрĕç. Анчах пĕрин те уйрăлас килмерĕ пулас, шăкăл-шăкăл калаçса укăлча еннелле утрĕç.

Питĕ лайăхчĕ Ленăна. Унăн юрлас, çул хĕррипе лартса тухнă йывăçсене ыталас, юратас килетчĕ. Епле илемлĕ тĕнче!

Сасартăк Саша кулса ячĕ:

– Пăх-ха, пĕри кÿлленчĕкре алăпах пулă тытасшăн пулмалла, – терĕ вăл.

Лена вăл тĕлленĕ еннелле пăхрĕ те... амăшне палласа илчĕ. Каллех, каллех ÿсĕр. Çара пылчăк – епле намăс.

Илемлĕ те телейлĕ тĕнче самантрах çухалчĕ. «Саша, текех ан ăсат мана. Сывă пул»,- терĕ те Лена килелле чупсах кайрĕ. Каччă ним ăнланмасăрах тăрса юлчĕ.

Ленăн куçĕсенчен пите пĕçертекен вĕри куççулĕ те юхрĕ. Мĕншĕн, мĕншĕн шăпах паянхи кун çавăн пекех ĕçмелле пулнă-ши амăшĕн; Пĕрремĕш хут хăй килĕштерекен каччă ăна киле ăсатнă чухне амăшĕшĕн çав тери намăсланма тиврĕ хĕре. Никама та курас килмерĕ унăн. Пурăнас та килмерĕ. Тĕрлĕ шухăшсем явăнчĕç пуçра. Кĕçех амăшĕ те çитрĕ, витререн шыв ăсса ĕçрĕ те вырăн çине выртрĕ. Куççуль витĕр кураймасăр пăхрĕ ăна Лена.

– Тухса каятăп килтен, куккасем патне каятăп. Пурăнаймастăп урăх килте, - макăрчĕ унăн чĕри.

Ирхине вăрансан çаксене йăлтах аса илчĕ вăл.

– Каятăп тухса, паянах каятăп. Марине аппаран кивçен укçа илетĕп те каятăп. Çав вăхăтра пÿрте амăшĕ кĕчĕ. Хĕрĕ çине айăплăн пăхрĕ, куçĕсем йăваш.

– Хĕрĕм, ĕне суса кĕтĕм, ăшă сĕт ĕçместĕн-и;- ыйтрĕ вăл. – Лена, каçар эсĕ мана ĕнерхишĕн. Текех ĕçес мар тетĕп те...

Ленăн куçĕсем каллех шывланчĕç. Халĕ унăн амăшне хĕрхенес, ăшă сăмахсемпе йăпатас килчĕ.

Мĕншĕн ĕçкелеме пуçларĕ-ха амăшĕ? Мĕне пула арканчĕ телейлĕ çемье?

Мĕнле лайăх килĕштерсе пурăнатчĕç вĕсем: ашшĕ, амăшĕ, пиччĕшĕ Слава тата Лена. Хуçалăхĕ те çирĕпчĕ. Ашшĕ шоферта ĕçлетчĕ, амăшĕ фермăра пăрусем пăхатчĕ. Ачисем шкула чупатчĕç. Хуçалăхра ĕç укçи сахал илнипе ялтан нумайăшĕ Мускава ĕçлеме кая пуçларĕç. Аркадий пичче те, Ленăн ашшĕ, хуралтăсене юсамалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе Мускава тухса кайрĕ. Уйăхшар пурăнатчĕç киле таврăнмасăр, пурте тунсăхласа кĕтетчĕç ăна. Ашшĕ яланах укçаллă, парнесемпе килетчĕ.

Пĕррехинче, шкултан килсен, Лена амăшĕн куçĕсем макăрнипе хĕрелнине асăрхарĕ. Мĕн пулни çинчен ыйтсан, амăшĕ ăна ашшĕ вĕсем патне текех таврăнасшăн маррине пĕлтерчĕ. Урăх çемьепе пурăнать иккен вăл. Чăнах та, вăл таврăнманни çулталăк та çитсе пыратчĕ. Лена ăна кашни кунах кĕтетчĕ.

Тата тепĕр çулталăк иртрĕ. Ашшĕ таврăнмарĕ. Хушăран укçа-тенкĕ, çуралнă кунсенче парнесем паркаласа яратчĕ. Слава та 11 класс пĕтерсе Шупашкара техникума вĕренме кĕчĕ. Пысăк кил-çуртра амăшĕпе Лена иккĕнех тăрса юлчĕç. Лена амăшне май килнĕ таран пулăшма тăрăшатчĕ, анчах ача ачах çав – юлташĕсемпе те ытларах пулас килетчĕ унăн. Амăшĕ ĕçкелеме пуçларĕ. Унăн хĕрĕпе калаçас, канашлас туйăмĕ те çухалчĕ. Пĕр-пĕринчен сивĕнчĕç вĕсем.

«Анне, анне, мĕнле пулăшам-ши сана? Эсĕ пĕччен мар вĕт. Атте пăрахса кайнă пулсан та, санăн ачусем пур. Эрех танатинчен те çăлăнатăнах эсĕ. Эпир пулăшăпăр сана, - çак шухăшсемпе Лена амăшĕ çине урăх куçпа пăхрĕ.

– Анне, паян шăмат кун. Санăн та канмалли кун. Пичче килнĕ çĕре мунча хутма шыв кÿрсе хăварам-ха, - терĕ те хăвăрт тумланса шыв патне чупрĕ.

Телейлĕ пулаççех вĕсем.

Урнар ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика