АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăвар хăвăлне уçса пăхсан

13 июля 2010 г.

Ашшĕ-амăшĕ ачисене шăлĕсене тасатма вĕрентессине мĕн пĕчĕкрен явăçтарма тăрăшать. Аслисем çакă мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх чухлаççĕ.

Шăл тасатмалли хатĕрсем:шăл щетки, пасти тата флосс. Флосс вăл - шăл тасатмалли ятарлă çинçе çипĕ. Мĕн тĕллевпе усă курмалла-ха çак хатĕрсемпе? Чи малтанах, шăлсене тасатма, çăварти сывлăша уçăлтарма, кариесран, шăл туни шыçасран сыхланма кирлĕ вĕсем. Шăл тасатмалли щеткăсене виçĕ уйăхра пĕрре улăштарсах тăмалла. Шăл пастине те çăвар хăвăлĕ епле лару-тăрура пулнине кура суйламалла. Ачасем валли паста составне кариесран сыхлакан фтор тата кальций кĕрекеннисене суйласа илмелле. Вăтам çулти çынсене вара шăл тунине шыçасран упракан тĕрлĕ курăксен экстракчĕллĕ пастăсемпе усă курмалла. Çăварта шыçă пысăклансан, çĕрме пуçласан хлоргексидин, триклозан, цетилперидин хлоричĕ йышши антисептиксемпе усă курмалла.

Шăл пастине щетка çине нумай хумалла мар, уйрăмах ачасем валли, унсăрăн вĕсем ăна çăтса яма пултараççĕ. Яланах пĕр тĕрлĕ пастăпа та усă курмалла мар, мĕншĕн тесен çăвар микрофлори çакна хăнăхать, бактерисемпе кĕрешме пăрахса уçăлтаракан вырăнне кăна тăрса юлать. Çавăнпа ăна 3 уйăхра пĕрре улăштарсан аван. Вăйлă антисептиклă пастăсемпе нумай вăхăт хушши усă курма юрамасть, ку дисбактериоз патне илсе çитерме пултарать. Шăлсене тасатас умĕн те, хыççăн та щеткăна лайăх çуса хумалла. Ăна уйрăм стаканра тасатакан пайĕпе çÿлелле тăратса усрамалла. Апат чăмламалли хатĕре сахалтан та виçшер минута яхăн тасатмалла. Шăл тасатнă чухне тунисене вăйлă пусмалла мар. Ку вăл çынсем час-часах тăвакан йăнăш. Апат юлашкисене тасатмалли тепĕр япала вăл - флоссем терĕмĕр. Ку вăл шăл айккисене кариес пуласран сыхламалли, çăвара уçăлтармалли шăл çиппи. Çавăн пекех сахăрсăр чăмлака чăмланă хыççăн 5-10 минута яхăн усă курмалла. Мĕн усăллă-ха пирĕн шăлсене тата тунисене; Ку вăл - кальцийпе пуянлатакан сĕт, тăпăрч, фосфорпа тивĕçтерекен пулă. Витаминлă пахча-çимĕç, уйрăмах чĕрĕлле, чăмлани усăллă. Пылак апат-çимĕç, кока-кола йышши напитоксем, шăл çинче бактерисене лайăх ĕрчеме пулăшакан сий хăвараççĕ. Ку вара кариес патне илсе çитерет. Çавăнпа та çак чире аталантарас мар тесен çăвар хăвăлне йĕркеллĕ пăхмалла, тĕрĕс апатланмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика