13 июля 2010 г.
Сутуçă профессине чунпа йышăннисем канăçсăр ĕçри кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшаççĕ. Вĕсен шутĕнче Энĕшпуç райпо лавккинче чылай çул вăй хуракан Александра Павловна Алексеевана та палăртмалла.
Вăл 1955 çулта çак ялтах çуралнă. Ялти вăтам шкул пĕтерсен райпо çумĕнчи сутуçăсене вĕрентекен курсра пĕлÿ пухать. 1977 çулта поселокра кĕнеке лавккинче, унтан «Детский мир» лавккара ĕçлет. Тăван ялта хуçалăх таварĕсем сутакан лавкка уçăлсан, Александра Павловна унта ĕçлеме куçать. Апат-çимĕç продукчĕсем сутакан лавкка та уçăлать çак ялта. Пултаруллă сутуçă унта тăрăшса вăй хума тытăнать. Хальхи вăхăтра 1000 яхăн тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет вăл туянакансене. Уйăхне 350-400 пин тенкĕлĕх тавар сутать. Кунне 50-60 çынна яхăн хăйне мĕн кирлине туянать çак лавккара. Пуринпе те ăш пиллĕ, тараватлă пултаруллă сутуçă. Кашнин ыйтăвне кĕске вăхăтра татса пама тăрăшать вăл. Суту-илÿсĕр пуçне Александра Павловна хатĕрлев ĕçĕсемпе те тăрăшать. Халăхран кивĕ хут, çĕтĕк, тир пухать. Иртнĕ çулсенче сĕт пухассипе те райпо сутуçисем хушшинче чи активлисенчен пĕри пулнă.
Хальхи вăхăтра асăннă лавккара евроюсав ĕçĕсем пыраççĕ. Сутуçăсене ĕçлеме те, пайщиксене кĕрсе тухма та кăмăллă пултăр тесе тăрăшать райпо. Ял лавкки суту-илÿпе хатĕрлев центрĕ кăна мар, кану вырăнĕ те пултăр тесе ĕçлеççĕ кунта. Юсав вăхăтĕнче те лавкка хупă тăмасть, таварçаврăнăшĕн планне те тултарса пырать А.Алексеева.
Ĕçне кура - хисепĕ. Райпо системинче чылай çул тăрăшса вăй хунăшăн Александра Павловнăна «Чăваш Республикин потребкооперацин ветеранĕ» хисеплĕ ята панă.
Паян та маттур сутуçă хăйĕн юратнă профессийĕпех ĕçлет, халăха мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтерме тăрăшать. Çакăн пек шанчăклă çынсем - райпо шăнăрĕ.