АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал сунман, начар туман

13 июля 2010 г.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин «Вăрмарти халăха социаллă пулăшу паракан центрта» вăй хуракансем «Ырă ĕçсем» кружок ĕçне малалла тăснă май Кавал ялĕнче пурăнакан Тамара Федоровна Исаева патне çитсе курнă.

1922 çулта çуралнă, Кавал ялĕнче пурăнакан Т.Исаева пире хăйĕн сад пахчийĕпе паллаштарчĕ. Мĕн тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнмест-ши кунта! Çакăнтах теплица. Иккĕмĕш уйăх савăнтарать хăй çитĕнтернĕ хăярĕсемпе мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене. Юнашарах улмуççисем – пурте тĕрлĕрен сортсем тата. Пахчари йăранĕсем те типтерлĕ, çум курăк та курăнмасть. Чечексем те куçа илĕртеççĕ. Пĕр пушă выртакан çĕр лаптăкĕ те çук. Вĕлле хурчĕсем те темĕн чухлех. Мĕнле ĕлкĕрет вăл пурне те туса. Тамара Федоровна, хăйĕн çулĕсене кура мар: нихăçан та ĕçсĕр лармасть - çыхать, тĕрлет, киçтĕкпе ÿкерет. Упăшкипе иккĕшĕ вĕсем 4 ача çуратса ÿстернĕ (мăшăрĕ халĕ пурăнмасть ĕнтĕ). Пурте пур унăн. Хуçалăхĕ те йĕркере, юнашар юратакан тăванĕсем. Ахаль пулман, паллах, нимĕн те. Шкул пĕтернĕ хыççăнах вăрçă пуçланнă. Ашшĕ çулталăк маларах вилнĕ, амăшне 6 ачипе тăратса хăварнă. Тамара Федоровнăн çак çулсенче нумай йывăрлăх тÿссе ирттерме тивнĕ. Алăран ĕç кайма пĕлмен. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать çак хĕрарăм. Мĕнре-ха унăн çакăн пек тапса тăракан вăй-хал çăл куçĕ, çамрăк пулмалли вăрттăнлăхĕ? «Нихăçан та эпĕ çынна усал сунман, начар тăвас темен. Çакăн пек девизпа пурăнатăп яланах», - терĕ Тамара Федоровна. Çакăн пек ăшă куçлă çынпа калаçма тÿр килни хăй телей.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика