АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнчен

13 июля 2010 г.

Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе иртнĕ 54-мĕш ларура пурĕ 6 ыйту сÿтсе явнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсемпе сектор заведующийĕсем хутшăннă.

Лару пуçланиччен Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ача амăшĕн капиталне илекен 3 ача амăшне саламларĕ, сертификат пачĕ, çамрăк çемьесем ытларах пулсан районта демографи лару-тăрăвĕ лайăх еннелле улшăнассине палăртрĕ. Унтан Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 54-мĕш ларăвне Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ. «Вăрмар район муниципаллă пĕрлĕхĕнче тăракан, пĕрлĕхе чикĕлемен çĕр участокĕсене арендăна парас йĕркене çирĕплетни, аренда укçине, çĕр участокĕшĕн аренда срокне, условине палăртни çинчен» 2008 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнчи 232 номерлĕ решение улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Ку ыйтупа райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, караслă çыхăну станцийĕсене вырнаçтарма арендăлакан çĕрсен пĕр тăваткал метр çĕрĕн аренда хакне палăртакан коэффициентне ÿстерме палăртнă. Çакă бюджета хушма тупăш кĕртме май панине пĕлтерчĕ. Депутатсем пĕр сасăллă пулса ăна йышăнчĕç.

Вăрмар район администрацийĕн структурипе райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ, организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов паллаштарчĕ. Вăл унта физкультурăпа спорт секторне кĕртни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех юридици пайĕ райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайне кĕнине каларĕ. Асăннă улшăнусене те депутатсем пĕр сасăллă пулса йышăнчĕç.

Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем çавăн пекех ытти çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ решени йышăнчĕç.

Ларура Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçрĕ. Вăл пирĕн районта çанталăк шăрăх тăнине пула кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа чрезвычайлă лару-тăру пулнине, çавна май ятарлă комисси йĕркеленине пĕлтерчĕ. Иртнĕ кунсенче асăннă комисси членĕсем районти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă, вĕсем «Романтика» ачасен кану лагерĕнче тĕрĕслÿ ирттернĕ. Шыва кĕнĕ вăхăтра ачасем патне уйрăмах тимлĕ пулмаллине, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вырăнта шыва кĕмелли вырăнсем йĕркелемеллине, пушар хăрушсăрлăхĕн требованисене пăхăнса ĕçлемеллине те палăртрĕ Константин Владимирович.

«Çанталăк питĕ шăрăх тăнине пула тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем типсе ларас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та пур тĕш тырра вырса илнĕ чухне улăма тюкласа халăха выльăх-чĕрлĕх валли тивĕçтерме тăрăшмалла. Хальхи вăхăтра хресчен (фермер) тата кил хуçалăхĕсенчи мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе май пур таран сыхласа хăвармалла. Ялсенчи, поселокри халăха шывпа тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шăрăх çанталăкра стенокардипе чирлекенсем чылай. Вĕсене сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем васкавлă пулăшу памашкăн сыхă тăмалла. Çул çÿревре тимлĕ те асăрханулăх кирлĕ. Автотранспорт хатĕрĕпе пысăк хăвăртлăхпа пыни инкек патне илсе çитерет, çавăнпа та çул çинче тимлĕхе ÿстерни кирлĕ», - терĕ К.Никитин районти лару-тăрупа пĕтĕмĕшле паллаштарнă май. Çавăнпа та Константин Владимирович ларăва хутшăннисене çÿлерех асăннă çивĕч ыйтусемпе вырăнта тĕплĕнрех ĕçлеме каларĕ. Чăнах та ку асăннă ыйтусем пур енчен те пĕлтерĕшлĕ. Çын сывлăхĕпе пурнăçĕ чи малти вырăнта тăмалла, çакна пурин те асра тытасчĕ, ертÿçĕсен хăйсенчен мĕн килнине тĕплĕн пурнăçласа пырасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика