АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату çимĕçĕ – çемье тĕрекĕ

13 июля 2010 г.

Июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турăмăр. Ку çĕнĕ уяв темелле. Раççейре 2008 çултанпа уявлатпăр ăна. Июлĕн 8-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсене - шанчăклăх, юрату тата çемье телейĕн управçисене - аса илеççĕ.

Петрпа Феврония Муромра пурăннă. Петр юратнă арăмĕшĕн кнеç титулне хăварнă, мăшăрĕ вара ăна вилĕмрен çăлнă. Легенда тăрăх вĕсем пĕр кунта - 1228 çулта июлĕн 8-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă. Тĕлĕнмелле майпа вĕсен ÿчĕсем пĕр тупăка лекнĕ. Çамрăксем çак куна асамлă тесе шухăшлаççĕ, ытларах пĕрлешме тăрăшаççĕ. Мускавра июлĕн 8-мĕшĕнче 300 мăшăр çырăнма кăмăл тунă. Шупашкарта вара Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче 9 мăшăр венчет çĕрри тăхăнчĕç. Виççĕмĕш çул уявлакан праçник вăй илсех пырать. Çакна хĕр ачасене Феврония ят пани те çирĕплетет. Пĕрлешнĕренпе нумай çул çитнĕ мăшăрсене чысласси юлашки вăхăтра Раççейре те, Чăваш Енре те йăлана кĕчĕ. Ку енĕпе пуçарулăх кăтартакансем - ЗАГС ĕçченĕсем.

Пирĕн районти ЗАГСра вара ку хутĕнче 2010 çулта çуралнă йĕкĕрешсене чысларĕç, «Йĕкĕрешсен çăлтăрчăкĕ» ятпа савăнăçлă мероприяти ирттерчĕç. Тĕрĕс-тĕкел çемьере çуралнă ачасем - юрату çимĕçĕсем. Кăçал Вăрмар поселокĕнчи Бородаевсен Александрăпа Ксения, Уразаевсен Кирилл тата Даниил, Кивĕ Вăрмарти Никитинсен Степанпа Семен йĕкĕрешсем çуралнă. Икĕ хут телейлĕ ашшĕ-амăшĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăсем, парнесем пачĕ. Çавăн пекех Константин Владимирович, Валентина Альбертовна çамрăк çемьесене уяв ячĕпе саламланă, ачисене çĕршыва юрăхлă çын пулса ÿстерме суннă.

Кăçал асăннă вăхăта илес пулсан, Вăрмар районĕнче 125 ача çуралнă. Вĕсенчен - 64 арçын ача, 61 - хĕр ача. Хĕр ачасем хушшинче чи анлă сарăлнă ятсем - Анастасия, Ксения, Софья, арçын ачасем хушшинче - Дмитрий, Даниил, Александр. Пĕрремĕш ачасем – 48 , иккĕмĕш ачасем – 47, виççĕмĕш ачасем – 25, тăватăмĕш ачасем - 5 çемьере кун çути курнă.

Çемье - обществăн чи пĕлтерĕшлĕ ячейки, тĕрекĕ. Çирĕп çемье вара Тăван çĕршыв пуласлăхĕ. Упрама пĕлесчĕ хамăр хушăри çыхăнусене.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика