09 июля 2010 г.
Вăрçă вăл - амăшĕсен хуйхи, çĕршер вилнĕ салтак, çĕршер арканнă хуласем, ялсем, нихçан сипленми сурансем. Вăрçа кайнă салтак хăйĕн пурнăçне пĕрре те шеллемен.Вăл Тăван çĕршыва тăшмансенчен сыхланă, хăйĕн тăванĕсене, ачисене, ашшĕ-амăшне хÿтĕленĕ. Эпĕ çуралнă ялти музейра вăрçă синкерĕ çинчен «Вилнисене асăнса» тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксен пуххи пур. Вĕсене курсан ăшра хăрушă пулса каять. Мĕн тери пысăк хуйхă киле çывăх çын вилни çинчен калакан çыру килсен. Анчах та çакăн пек пĕлтерÿсем илнĕ пулсан та, килтисем салтаксене сывă таврăнасса кĕтнĕ. Вăрçă пуçланасси çинчен шутласанах чунра тискер пулса каять. Вăл ĕмĕрех тăсăлма пултараймасть - пĕр чарăнмасăр çапăçма юрамасть-çке. Ачасем, амăшĕсем çинчен шухăшламалла мар-и?
Хĕрхенсе пăхатпăр хăйсен ачалăхĕ, вăрçăра пуçĕсене хунă юлташĕсене аса илекен ватăсем çине. Çав тери йывăр пулнă ĕнтĕ вĕсене. Пирĕн Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă çынсене манма юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсем пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ.