09 июля 2010 г.
Вăрçă. Мĕн чухлĕ хуйхă, хĕн-хур, асап, пурнăçланман ĕмĕтсем, татăлнă ăраскал, туса çитереймен ĕçсем... Пĕр самантлăха пурнăç чарăнса тăнă евĕр. Пурте хурлăхлă, паçăрхи пек сăмах вылятса калаçакан та çук, шухăша путса, майĕпен вăрçа кайма кутамкка хатĕрлеççĕ.
Раис та паян иртенпех тĕрмĕшет, кăмака хутса кукăль пĕçерсе кăларчĕ, çаврака çăкăрсем те хыврĕ. Упăшки çар комиссариатне кайнăччĕ те, кĕçех килет пулĕ тесе кантăкран пыра-пыра пăхрĕ вăл. Акă хапха сасси пулчĕ. Кĕçех пÿрте Ляуç кĕрсе тăчĕ. Вăл васкани хапхаран кĕнĕ чухнех палăрчĕ ĕнтĕ. Халĕ вăл хăйĕн паянах вăрçа тухса каймаллине пĕлтерчĕ. Кутамккине арăмĕ хатĕрленĕ япалисене хучĕ, малтанлăха çиме тесе кукăль, çаврака пашалу, пиçнĕ çăмарта, тăпăрчă чикрĕ. Ватă ашшĕ-амăшĕпе, юратнă мăшăрĕпе тата икĕ пĕчĕк ывăлĕпе (виççĕмĕш çире) сывпуллашса вăрçа тухса кайрĕ. Укăлчаран пăхса тăрса юлчĕç юратнă мăшăрĕсене, ывăлĕсене ял-йыш...
Кашни кун тенĕ пекех ялтан арçын тухса каять. Кĕçех акă ялта вăй питти арçын та юлмарĕ ĕнтĕ: ватти-вĕтти те хĕрарăмсем анчах юлчĕç. Колхоз ĕçĕсене туса пыма кăштах пĕве кĕнĕ ачасене явăçтарчĕç, çамрăккисем те çăвĕпех тăрмашрĕç уй-хир ĕçĕсенче.
Вăрçă часах вĕçлентĕрччĕ, упăшкисемпе ачисем киле таврăнтăрччĕç тесе пайтах кĕл турĕç салтак арăмĕсемпе амăшĕсем. Анчах вăрçă çухатусăр пулмасть вăл. Вăрçа ăсатнă хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, яла хурлăхлă хыпарсем çитме те пуçларĕç. Мĕн чухлĕ хуйхă, куççуль... каласа та пĕтереймĕн.
Раис патне те паян почтальон çыру илсе килчĕ. Ăна курсан салтак арăмĕн чĕри картах сикрĕ, «мĕнле хыпар-ши» мĕлтлетрĕ пуçра шухăш.
Çырăва вара упăшки хăй аллипе çырнă. «Кун пек пулсан, сывах-ха» - шухăшларĕ Раис. Ăна вуласан питĕ хаяр çапăçусем пынине пĕлчĕ вăл, тата Ржев патĕнчи çапăçусем пирки çырнăччĕ Ляуç.
Кĕр енне çанталăк сивĕтрĕ. Уй-хир ĕçĕсене мĕн пур ял-йышпа пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. Уйра çĕр улмипе кăшман кăларса пĕтерменни юлнă. Раиса та унта йăран уйăрса панăччĕ, анчах паян вăл пилĕк ыратнипе аптăрарĕ. Хунямăшĕ ăна больницăна кайма сĕнчĕ, анчах унта çитме ытла та инçе, çул çинче тем пуласси пур. Лашасене пĕтĕмпех вăрçа илсе тухса кайнă, тыр-пула района вăкăрсене кÿлсе турттарнă.
– Тухтăра чĕнмеллех пулĕ, - ăшталанчĕ хунямашĕ.
Кĕçех пÿртре янăравлă сасă илтĕнсе кайрĕ. Çĕнĕ çын тĕнчене килчĕ, епле лайăх. Йĕри-тавра çынсем вилеççĕ те, кунта акă паян пĕри кун курчĕ. «Анчах мĕнле пулĕ-ши ачан кун-çулĕ çакăн пек йывăр саманара çуралнăскерĕн?» - çапла шухăшласа илчĕ тин çеç ача çуратнă хĕрарăм.
Аслисем иккĕшĕ те ывăл пулнă пирки, ку ача хĕр пуласса шаннăччĕ Раис. Анчах кĕтни пурнăçланмарĕ - ывăл çуралчĕ. Валя, Валентин ят пама шутларĕ тин çуралнăскере кил-йыш. Фронтран çырусем часах килмеççĕ. Тем пекех кĕтеççĕ çак ылханлă вăрçă чарăнасса. Хĕллехи вăрăм каçсенче ял-йыш ăшă нуски-алсиш çыхса фронтри салтаксене ярса парса тăчĕ. Кашниех нимĕçсене çĕнтерме мĕнле те пулин пулăшу парас тесе тĕрмешрĕ. Радиопа хаяр тытăçусем пирки тăтăшах пĕлтерсе тăчĕç. Нимĕç кăштах каялла чакма пуçлани халăха хавхалантарчĕ. Анчах та хурлăхлă çырусем яла килсех тăчĕç. Акă пĕр ăмăр кун почтальон Раиссем патне килсе çитрĕ, çыру тыттарчĕ. Анчах мĕнле хыпар кĕтет-ха ăна; Çырăва вуланă май Раисăн куçĕсем куççульпе тулчĕç, «хыпарсăр çухалнă» текен сăмахсем тăнлавран йĕппе тирнĕ евĕр пулчĕç. Çук, пĕтĕмпех ĕненмерĕ çамрăк хĕрарăм, таçта чĕре варринче шанчăк юлчĕ-юлчех унăн, нумайлăхах, мĕн ĕмĕрĕ вĕçленичченех.
«Хыпарсăр çухални вилнине пĕлтермест, - шухăшларĕ вăл, - тен, вăл сывах, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула хăй сывви çинчен пĕлтереймест», - çапла шухăшпа йăпатрĕ хăйне хăй Раис.
Вăрçă чарăнчĕ. Сывă юлнă салтаксем яла таврăнма пуçларĕç. Сывă килнисен килĕнче - савăнăç. Анчах нумайăшĕн килне çак савăнăçлă çĕнтерÿ хурлăхпа хупларĕ. Хапха сасси илтĕнсенех Раис картиш енчи кантăкран чупса пырса пăхатчĕ - мăшăрĕ вăрçăран таврăнасса шанать-çке вăл.
«Асанне, эсĕ мĕншĕн пĕрмаях çапла кантăкран пăхатăн;» - ыйтаççĕ Раисран мăнукĕсем. «Аслаçу килмест-ши тетĕп», - тетчĕ вăл. Пĕчĕкрех мăнукĕсен татах та ыйту пĕтмест: «Çак таранччен ăçта пурăнтăр-ха вăл;» - тетчĕç лешсем. «Унашкал нумай çул иртсен те таврăннă тĕслĕхсем калаççĕ радиопа та, телевизорпа та, тен, «мошет пыть» сирĕн аслаçу та çапла пырса кĕмест-ши тетĕп», - тетчĕ вăл.
...Вăрçă хыççăн çĕршыва ура çине тăратас тĕллевпе нумай вăй хумалла пулнă. Раис та çынпа пĕрлех колхозра вăй хурса ĕçленĕ, ачисене тăрантарас тесе тем пекех тăрăшнă, анчах пĕччен ĕçлени çителĕксĕртерех пулнă. Пахчари çĕр улми те хĕл каçма çитейместчĕ. Çăкăр пирки калаçма та хĕн вара. Налук укçи тÿлемен тесе картишĕнчи пĕртен пĕр ĕнене çавăтса тухса кайсан пурнăç татах хĕсĕнсе çитет. Епле те пулин выçăпа ачасене вĕлерес марччĕ тесе Раис аслăрах ачисемпе вăрмантан хăрăк турат пуçтарса, пĕчĕк урапапа çыхса, темиçе çырма урлă туртса каçарса, аякри ялсене кайса çĕр улмипе е çăнăхпа улăштарса килкеленĕ. Асап-нуша кунпа çеç çырлахмасть вĕт салтак арăмĕшĕн.
1951 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ. Ял халăхĕ лăпкăн çывăрать. Çурçĕр иртнĕ вăхăталла тарăн ыйха путнă кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ ял-йыш. Сасартăк ялта çап-çутă пулса кайнă. Раиссен кÿршинче пÿрт ялкăшса çунать. Васкаса ачисене тăратрĕ Раис, пушар пирки систерчĕ, хăвăртрах пÿртрен пуçтарса илсе тухрĕ ачисене, ватă хунямăшне. Çулăм улăмран тунă пÿрт çивиттине ярса та илчĕ тата таçтан çил тухса кайрĕ. Çулăм вара пушшех алхасса кайрĕ. Кÿршĕри 7 хуçалăх пĕтĕмпех çунса кĕлленчĕç.
Раисăн ахаль те пурнăçĕ йывăрччĕ, халĕ вара каламалли те çук. Çире мĕн тумтир пулнă, çавăнпа тăрса юлнă. Халĕ ĕнтĕ епле те пулин кĕрхи кунсем çитиччен, çанталăк сивĕтиччен, пÿрт тумалла. Колхозран 5 пăт тырă парса пулăшрĕç, кăштах пĕренесем те пачĕç. Çунса кайнă 7 хуçалăхран пĕр тăлăх хĕрарăм: Раиссăр пуçне никам та çук. Пурин те упăшкисем пур е кам та пулин. Унăн вара пур çĕре те пĕччен чупмалла - ачисем çамрăкрах-çке. Аслă ачине хăйпе пĕрлех илсе çÿрет-ха. Çапла кÿршĕ ялтан пĕр кивĕ çурт туянма килĕшсе талса килчĕç вĕсем.
Ытлă-маçлă кĕркуннеччен пÿртлĕ пулчĕ Раиспа унăн çемйи. Кÿршĕри Ивансем авă кермен пек пысăк çурт лартрĕç. «Эпир те упăшка таврăнсан çынсенчен кая мар тăвăпăр акă», - ĕмĕтленчĕ хĕрарăм. Хальлĕхе вара улăм витнĕ пĕчĕк пÿртре те пурăнăпăр, çапах кĕрсе тухмалăх пÿрт пур», - хăйне хăй лăплантарчĕ салтак арăмĕ.
Колхоза ĕçе тухсан, каннă самантсенче çынсем шÿтлеççĕ, выляççĕ, савăнаççĕ. Раисăн вара шÿтлесе е сăмах вылятса калаçма кăмăл-мехел çук. Епле те пулин усал сăмаха çывăха ярас марччĕ, тĕрĕс-тĕкел пурнăçпа чыса упраса пурăнасчĕ тенĕ. Ялта вăл вăхăтра тăлăх арăмсем нумай пулнă. Анчах чыса упраса, таса ята тивĕçли сахал вара. Раис хăйне яланах çирĕп те таса тытнă, çавăнпа ăна ялта хисеплĕ хĕрарăмсен ретĕнче шутланă.
Пурнăç пĕрмаях малалла шăвать, тем тĕрлĕ йывăр пулсан та. Раис та çемье хушса кинсем кĕртрĕ, çĕнĕ çурт туса лартрĕç. Пÿрт тулли мăнукĕсем чуна савăнтараççĕ.
Вĕсем шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннишĕн, ялта ятлă-сумлă çынсем пулнишĕн хĕпĕртет Раис. Вăрçă вĕсен кун-çулне çапса ан хуçтăрччĕ тесе Турра кĕл тăвать.
Каллех хапха сасси пулчĕ, Раис картиш енчи кантăкран тинкерчĕ. Пÿртре чупса çÿрекен Надя ятлă мăнукĕн ывăлĕ Çеруш ыйту пама васкарĕ: «Асанне, эс мĕншĕн пăхатăн кантăкран?»...