АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Начарри кăна мар, лайăххи те пур

09 июля 2010 г.

Ăçта каян - унта çанталăк шăрăх тăни пирки тата кашни çын патне пăрăхсемпе колонкăсене пыракан шыв çитменни çинчен пăшăрханаççĕ. Çак ыйтусемпех хаçат редакцине те тăтăшах çырусем килсе тăраççĕ. Акă июлĕн 2-мĕшĕнче пирĕн хаçатăн 70-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Шыв çук - пурнăç çук» статьяра Анаткасра пурăнакансем шывсăр тертленнине пĕлтерсе çырнăччĕ. Вĕсен çырăвĕ çине Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев Анаткас çыннисем пекех пăшăрханса çапла хуравларĕ: «Анаткас ялĕнче шыв пăрăхĕн системи кивĕлле пулнине пула та пурте пĕр харăс шыв ăснă чухне кашни çын патне пĕр тикĕссĕн шыв çитеймест. Тата ытларах çынсем пĕр-пĕрне ăнланманни те пысăк чăрмав кÿрет. Мĕншĕн пĕрин кăна шывпа усă курмалла, теприн вара çав вăхăтра типсе лармалла, çыннăн совеçĕ пулмаллах. Ял çыннисен çак типĕ те шăрăх вăхăтра пĕр-пĕринпе килĕшсе талса шывпа усă курмалла, ăна перекетлĕ тытмалла, вара тин йĕрке пулĕ».

Вăрмар поселокĕнчи Маяковский, Свердлов, Комаров урамĕсенче тата çак енче пурăнакан ытти халăх та шывсăр нушаланнине çырса, шăнкăравласа пĕлтереççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Вăрмар поселокĕнче пур енче те шыв çуккишĕн тарăхаççĕ. Шыв пирки хаçатра тарăхса çырнине кăна вулама хăнăхнă эпир, тепĕр чухне вара çынсем хăйсем савăннине хаçат урлă та çырса пĕлтереççĕ, тав тăваççĕ.

К.Маркс урамĕнче пурăнакан В.Спиридонов çырнă çырупа паллашар-ха: «Пĕлтĕрхи çул пирĕн урама та - К.Маркс урамне - шыв пăрăхĕ çитрĕ. Ку вăл, тĕрĕссипе каласан, Николай Васильевич Борисов тăрăшнипе пулнине урамĕпех пĕлетпĕр. Тавтапуçах сире, Николай Васильевич, халăхшăн тăрăшса сăваплă ĕç туса пурне те савăнтарнăшăн. Ĕлĕкхи ватă çынсем каланă тăрăх, апат çимесĕр çынсем темиçе кун хушши те пурăнма пултараççĕ, шывсăр пĕр кун та пурăнма çуккине хамăр çинче туйса илсе ăнлантăмăр. Николай Васильевич пек тăрăшуллă çынсем пирĕн хушăра татах та нумай пултăрччĕç», - тенĕ çырура. Ку урамра пурăнакансем шыв пăрăхĕ çитнишĕн савăнни пуриншĕн те лайăх-ха, çынсен савăнмалла кăна пултăрччĕ.

Чулкассем те хăйсен савăнăçне хаçат урлă çырса пĕлтерчĕç: «Шывсăр пĕр ÿсентăран та, чĕр чун та пурăнаймасть. Кăçалхи çул вара татах та йывăр. Шăрăха чăтаймасăр çĕр çурăлать, çумăр ыйтать. Пĕлĕте темĕн чухлĕ пăхсан та çумăр пĕлĕчĕсем курăнмаççĕ. Пахчасене шăварма та сахал шыв кирлĕ мар. Кашни çын хăй мĕнле май килнĕ çавăн пек пурăнать, майне тупать темелле. Шыва башньăра çителĕклĕ таран тытса тăма йывăр, насуссем чăтаймаççĕ, çунса каяççĕ. Иртнĕ кунсенче Чулкасри насус çунса кайрĕ. Ял халăхĕ пăлханса кайрĕ, епле-ха шывсăр пурăнмалла? Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев юсав ĕçне вăрăма тăсмарĕ, çийĕнчех бригада йĕркелесе икĕ кун хушшинче насуса ĕçе кĕртрĕç»,- тесе çырнă. Çавăнпа та ăна ял халăхĕ ĕçе кĕске вăхăтрах татса панăшăн чĕререн тав тăвать. Ял çыннисене те шывпа перекетлĕ усă курма ыйтса çыраççĕ, шыв пурне те кирлине манса каймаççĕ пулĕ тесе шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика