09 июля 2010 г.
Мĕн пур çĕршыври кооператив пĕрлĕхĕ июль уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооператив кунне уявларĕ. Пирĕн районта вăл райпо 80 çул тултарнипе те палăрса тăрать.
Районти потребкоопераци экономикăн çăмăл мар условийĕсенче те малаллах аталанать, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетет, суту-илÿпе общество аталанăвĕн объекчĕсене тĕпрен юсать тата çĕнĕрен тăвать, халăха вун-вун енлĕ пулăшу кÿрет. Уява та вĕсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне, Вăрмар райповĕ 80 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уява Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов, райпора ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем, пайщиксем, уполнрмоченнăйсем хутшăнчĕç. Ăна райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов уçрĕ, районти потребкооперацин аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ, малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхри кăтартусемпе те паллаштарчĕ, çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлемеллине те палăртса хăварчĕ. Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин сăмах илчĕ. Вăл райпо ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. «Потребкооперацийĕн суту-илÿри ĕç опычĕ пысăк, халăх ăна тивĕçлипех шанать, ĕненет, анчах та çитĕнÿсемпе лăпланма юрамасть, самана таппипе тан пырассишĕн ăнтăлмалла. Коопераци вăйĕ - пĕрлĕхре, пурте пĕрле кар тăрса вăй хурсан çитĕнÿ пулатех. Çăмăл мар ĕçе кулленех чыслă пурнăçланăшăн пĕтĕм коллектива ырă сăмах калатăп. Паянхи ăру тухăçлă вăй хутăр, аталантăр тесе вăй-халне шеллемесĕр потребкооперацин пурлăхпа техника базине çирĕплетме хăйсен тÿпине хывнăшăн ветерансене те тав тăвас килет. Малашне те алла-аллăн тытăнса пĕрле ĕçлессе шанатăп», - терĕ К.Никитин хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.
Ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунă райпо ĕçченĕсем РФ Центросоюз, Чăвашпотребсоюз, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. «Раççей потребкооперацийĕн хисеплĕ ветеранĕ» ята райпори тĕп экономист А.Ларионова, склад заведующийĕ З.Степанова, «Чăваш Республикин потребкооперацийĕн хисеплĕ ветеранĕ» ята Энĕшпуç лавкка заведующийĕ А.Алексеева, кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектор Н.Гарелкина, «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн специалисчĕ Н.Петров илме тивĕç пулчĕç.