09 июля 2010 г.
Шăрăх çанталăк пурне те канлĕхрен кăларчĕ. Кашнийĕ çуркунне лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене пĕтсе ларасран сыхласа хăварассишĕн васкать. Районта чрезвычайлă лару-тăру туса хуни те яваплăха ÿстерме хистет. Хăмлаçăсем те ку енĕпе айккинче тăрса юлмарĕç, хăйсен участокĕсем çине çитсе кунти лару-тăрупа паллашрĕç.
Кĕтеснер ялĕнче, мĕн ĕмĕртен тесен те тĕрĕсех пулĕ, хăмла пахчи кашласа ларнă, тупăшĕ те самаях савăнтарнă. Хальхи вăхăтра та кунта хăмла пахчи кашни çулах хушăнса пырать, пурĕ 8 гектар çинче çитĕнет çак паха культура, çав шутра 2 гектарĕ - çĕнĕ участок çинче. Маларах çимĕç пама тытăннă хăмла тымарĕсем хăйсем валли шыв хатĕрлеме пултарнă пулмалла, вĕсен участокĕ эпир унта çитнĕ кун аванах ешерсе ларать, тĕллĕн-тĕллĕн кăна хăмла çулçисем хĕрелме тытăннă. Çакă вара вĕри çанталăкра вĕсене хăмла сăвăсĕ пусмăрлама тытăннине пĕлтерет. «Ядохимикатсемпе сапнă пулин те парăнасшăн мар, хăнăхса çитрĕç пулмалла, çанталăкĕ те вĕсене ĕрчеме лайăх условисем туса парать. Кивĕ участокри хăмласем вĕрине аванах тÿссе лараççĕ. Тин лартнă çамрăк хунавсем вара шăрăха чăтаймасăр пĕрĕнсе ларчĕç. Вĕсенчен ыррине кĕтмелли çукрах, пĕтеççĕ...», - тет С.Семенов агроном. Шел пулин те нимĕн те тума çук, çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, вăл никама та пăхăнмасть. Кĕтеснерпе Мăнçырмари участоксенче пулчĕç хăмлаçăсем хальхинче, тăпрари нÿрĕклĕхе тĕрĕслеме тĕслĕхсем илчĕç. Хăш участокра еплерех лару-тăру пулнине тĕслĕхсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн кăна паллă пулнине палăртрĕ агроном.