06 июля 2010 г.
Хĕрлĕçыр ялĕнчи Галина Степановна Прокопьева 1955 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă: 4 хĕрпе 1 ывăла пурнăç парнеленĕ ашшĕпе амăшĕ, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсе ура çине çирĕппĕн тăма пулăшнă.
7 çул тултарсан Галина ялти пуçламăш шкула çÿреме пуçланă, 1966 çултан - Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, вăтам пĕлÿ илнине ĕнентерекен аттестата Шăхальти вăтам шкулта вĕренсе илнĕ. Ачаранпах шут ĕçне кăмăлланă, бухгалтерсем çине ăмсанса пăхнă хĕр ача - пĕр иккĕленмесĕр Шупашкара бухгалтерсем хатĕрлекен шкула çул тытнă.
Вĕренсе пĕтерсенех (1973-1975 çулсенче) Тутар Республикинчи Надеждино ялĕнче, ун хыççăн Вăрмарти чăх-чĕп кăларакан станцире бухгалтерта тăрăшнă. Ялта совхоз йĕркеленĕ хыççăн «Тегешевский» хуçалăх дирекцийĕнче ĕçлеме пуçланă. Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлÿшĕн ăнтăлакан бухгалтер Улатăрти совхоз-техникумра вĕренсе диплом илет, професси вăрттăнлăхĕсене тарăннăн шĕкĕлчет. Ĕçе тĕплĕ те пĕр кăлтăксăр тăвакан, ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан çамрăка ялта часах асăрхаççĕ. Галина Степановнăна (1978 çулта) Тикаш ял Советĕнче секретарь ĕçне пурнăçлама шанаççĕ.
1991 çултанпа - ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ. Сăпайлă та ĕçчен, ырă кăмăллă та пултаруллă хĕре Хĕрлĕçыр каччи Владимир Прокопьевич Прокопьев асăрхать. 1974 çулта çемье çавăрса çамрăк мăшăр 3 ача çуратса ÿстерет, тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшать, пурнăç çулĕпе тĕрĕс те çирĕп утма вĕрентет. Аслă хĕрĕ, Алена, Шупашкарта университетра вĕреннĕ, социаллă работник. Вăталăххи - Светлана - Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ, Шупашкарти трактор тăвакан заводра конструктор бюровĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни - Валерий, Ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ предприниматель.
Галина Степановнăна ялта хисеплеççĕ, тĕрлĕ ыйтусемпе пыраççĕ.