06 июля 2010 г.
Ĕлĕкхи пурнăç çинчен эпир ватăсем каласа панинчен, кĕнекесенчен, илемлĕ фильмсенчен пĕлейретпĕр. Музее пырса кĕрсен вара аваллăх авăрне кĕрсе ÿкетпĕр. Пирĕн районти тавра пĕлÿ музейĕ шкул ачисемшĕн те, аслă ăрури çынсемшĕн те илĕртÿллĕ, интереслĕ вырăн. Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагере çÿрекен ачасене кунта килсе курма тепĕр сăлтав тупăнчĕ. Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей тата Чăваш халăх артистки Нина Яковлева 70 çул тултарнине халалласа ятарлă курав хатĕрленĕ. Артистка музее «Праски инке хĕр парать» спектакльте хăй тăхăнса вылянă калпакне, саппунне, тĕрĕллĕ тутăрне асăнмалăх парнеленĕ. Çавăн пекех çак спектакль çинчен калакан буклетсем, хăй çырнă сăввине алă пусса панă. Ачасем Н.Михайлова экскурсовод каласа панине интересленсе итлерĕç. Кунта килсе курнă хыççăн вĕсен музей фондне пуянлатас шухăш та кĕчĕ. Акă И.Виссарионов хăй аллипе ăсталанă самолет модельне, танк теттине парнелерĕ. Экскурсие хутшăннă шăпăрлансем пурте кăмăллă юлчĕç.