06 июля 2010 г.
Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Е. Скрынник «Патшалăх пÿлмине хывма 2010 çулта тыр-пул курттăммăн туяннă чухне чи йÿнĕ хака палăртасси çинчен» 108-мĕш хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн тирпейлекен предприятисен кăçал туса илнĕ 3 класлă апатлăх туллăн кашни тоннине федерацин Тĕп, Çурçĕр-хĕвел анăç, Атăлçи округĕсене кĕрекен субъекчĕсене, Оренбург облаçĕсĕр, Çурçĕр Кавказ тата Кăнтăр округĕсемсĕр пуçне - 4200 (пĕлтĕр 5500 тенкĕ пулнă), Урал, Çĕпĕр, Инçет Хĕвел тухăç округĕсенчи регионсенчи тата Оренбург облаçĕнче 4400 тенкĕпе (иртнĕ çул - 6000 тенкĕ) туянмалла.
4 класлă апатлăх туллăн кашни килограмне Тĕп, Çурçĕр-хĕвел анăç, Атăлçи, Çурçĕр Кавказ тата Кăнтăр округĕсенчи субъектсенче - 3,6 (2009 çулта - 4,9), Урал, Çĕпĕр, Инçет Хĕвел тухăç округĕсенчи субъектсенче 3,8 тенкĕпе (иртнĕ çул - 4,8) йышăнмалла.
«А» ушкăна кĕрекен апатлăх ырашăн кашни тоннине çĕршывăн мĕн пур регионĕнче 2900 тенкĕпе (2009 çулта - 3900) илмелле.