06 июля 2010 г.
Райадминистрацин ларусен залĕнче право йĕркисене сыхлассипе ĕçлекенсен анлă ларăвĕ иртрĕ.
Унта «Коррупцие, должноçри, экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешессипе хушма мерăсем йышăнасси», «Право йĕркисене сыхлакан органсен наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне, наркотикла япаласемпе сĕмсĕррĕн усă курнине хирĕç профилактикăлла ĕçсем ирттересси çинчен», «Право йĕркисене сыхлакан органĕсен хĕç-пăшалăн тата вĕсен хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртасси тата преступлени çулне пÿлесси» ыйтусем сÿтсе яврĕç.
Ларăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар район прокурорĕ Е.Краснов, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Ăна район прокурорĕ Е.Краснов уçрĕ. Пĕрремĕш ыйтупа унăн заместителĕ Г.Демьянов тухса калаçрĕ. РФ прокуратурин Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн следстви комитечĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн пуçлăхĕ А.Журин, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен пайĕн экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешекен Çĕрпÿри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Русаков, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.Михеев прокурор заместителĕн доклачĕ çумне хушса каларĕç.
Право йĕркисене сыхлакан органсен наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне, наркотикла япаласемпе сĕмсĕррĕн усă курнине хирĕç профилактикăлла ĕçсем ирттерессин тĕп тĕллевĕсем çинчен район прокурорĕн пулăшуçи Ю.Никифоров паллаштарчĕ. Çавăн пекех право йĕркисене сыхлакан органĕсен хĕç-пăшалăн тата вĕсен хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртасси тата преступлени çулне пÿлесси ыйтупа прокурор пулăшуçи Ю.Никифоров, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.Михеев тухса калаçнă. Пĕтĕм ыйтусемпе тивĕçлĕ решенисем йышăннă.