02 июля 2010 г.
Çул-йĕр правилисене водительсем кăна мар, çуран çÿрекенсем те пăсаççĕ. Сăмах паян вĕсем çинчен пырĕ.
Çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсенчи 4.5 пункчĕпе килĕшÿллĕн çул-йĕре йĕркелесе тăман вырăнсенче çуран çынсен малтанах çывăхра хăрушлăх çуккине туйсан кăна çул урлă каçса кайма юрать. Çуран çÿрекенсен çул урлă каçма тесе ятарласа палăртнă вырăнтан кăна çÿреме юрать. Ăçтан май килнĕ унтан каçса автомашинăсене чăрмав кÿмелле мар, çавăн пекех автомашинăсенчен тухнă вăхăтра та асăрхануллă пулмалла.
Çуран çÿрекенсем темшĕн автомашинăсем вĕсене çул урлă каçнă чухне çул памалла тесе шухăшлаççĕ. Çаплине çапла пулĕ-ха та, анчах та тепĕр чухне харпăр хăйĕн те асăрхануллăха чакармалла мар. Инкек куçа курăнса килмест текен ваттисен сăмахне манмалла мар. Хăш-пĕр чухне çул урлă каçакансенчен чылайăшĕ васкамаççĕ, кирлĕ пулсан чарăнса тăрса карас телефонĕсемпе калаçса тăма та именмеççĕ. Автобуссемпе автомашинăсене кĕтсе тăнă чухне те çуран çÿрекенсен палăртнă вырăнта кăна тăмалла. Çул хĕррисенче транспорт хатĕрĕсем çине ларнă чухне вăл чарăнса çитмесĕр те ун çывăхне пымалла мар. Транспортсем çинчен аннă чухне ыттисен çулне пÿлсе тăрасран, хăвăртрах айккине пăрăнса тăмалла. Тепĕр чухне хăйсене кирлĕ транспорт хатĕрне аякранах курчĕç пулсан, çул варрине ăна хирĕç тухса тăнă тĕслĕхсем те пулаççĕ е çулăн тепĕр енчен ăнсăртран сиксе тухаççĕ. Çавăн пекех çак вăхăтра водителĕн те пассажирăн та тимлĕхе ытларах ÿстермелле. Çул-йĕр патруль службинче вăй хуракансем çуран çÿрекенсене айăплама пултараймаççĕ тесе хăш-пĕр çынсем хăйсене ирĕккĕн тыткалаççĕ, харпăр хăйсем çинчен кăна шухăшлаççĕ. Вĕсем çул-йĕр правилисене пăснине пула миçе çын инкек тÿсме пултарнине манса каяççĕ. Çапла вара кашни водитель хăй те çуран çын, кашни çуран çын - водитель. Айтăр-ха пĕр-пĕрне хисеплер, вара аварисем те сахалтарах пулĕç.