АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхи яка...

02 июля 2010 г.

Пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Ангелина Павловская çырнă «Саланнă кĕлте» кĕнекене Шупашкарта тупса илтĕмĕр. Илтĕмĕр те каçăхса кайсах вуласа тухрăмăр. Кĕнекене алла илсен вĕçне çитиччен те пăрахаймастăн. Аван çырнă. Чĕлхи яка - юхса пырать темелле. Вуланă чух пĕрре шăнтса пăрахать, тепре вĕрилентерсе ярать. Кунта чăваш çыннин шăпи, хĕн-хурпа асап, юратупа телей, çутă ĕмĕтпе пуласлăха шанса малалла талпăнни, пурнăçа юратни. Çавăн пекех этем тивĕçĕ, ыранхи куна шанни, пысăк чăтăмлăх, таса юрату, вĕсем çут çанталăка юратни, çывăх çыннисене ĕненсе шанни вăй-хал парса пырать. «Раштав саламĕ» повеçре Улькка темĕн чухлĕ хура-шур курчĕ, тÿсрĕ пулин те шанăçа çухатмарĕ, тăхăрвунă çула çитиччен пурăнчĕ. Ытти повеçĕсемпе калавĕсем те чуна тыткăнлаççĕ, шухăша яраççĕ. Эпир çак кĕнекене хамăр район лавккисенчех курасса шанатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика