02 июля 2010 г.
Вăрмар райповĕн уполномоченнăйĕсен черетсĕр 85-мĕш Пухăвне Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата пурĕ 40 уполномоченнăй хутшăннă, вĕсем 7 ыйту пăхса тухнă.
Чи малтанах мандат комиссин докладне итленĕ, ăна пĕр сасăллă пулса йышăннă. Райпо правленийĕн председателĕ М.Сейфуллина райпон кăçалхи 5 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. «Вăрмар райповĕ 80 çулхи юбилей уявне курăмлă кăтартусемпе кĕтсе илет. Районăн социаллă экономикине аталантарас енĕпе пысăк тÿпе хывать. Хальхи вăхăтра райпо системинче пурĕ 267 çын тăрăшса вăй хурать. Пирĕн тĕп тĕллев - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, вĕсене çамрăк ăрăва явăçтарасси, производствăна аталантарасси, вырăнти халăха пахалăхлă таварпа тивĕçтересси, ялта пурăнакансене тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси», - терĕ Марина Аркадьевна хăйĕн доклачĕпе паллаштарнă май.
Потребкоопераци тĕп ĕçĕ - суту-илÿ. Çак ĕçре 100 яхăн çын тăрăшать. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 56 миллион та 193 пин тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм 110,1 процентпа танлашать. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 44 миллон та 191 пин тенкĕ пулнă. Ÿсĕм 111,5 процент. Çавăнтан 84,3 процент апат-çимĕç продукчĕсем йышăнаççĕ. Ытларах çăкăр, çăкăрпа булка, кăлпасси, кондитер изделийĕсем, строительство материалĕсем йышăнаççĕ. Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество кăçалхи 5 уйăхра лайăх кăтартусемпе палăрнă. Унăн тавар çаврăнăшĕ çак вăхăтра 12 миллион та 2000 тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 6 миллион та 730 пин тенкĕлĕх хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукци. «Обществăлла апатлану çаврăнăшĕнче хамăр вăйпа туса кăларнă продукцине ÿстермелле. Ăна суту-илÿ лавккисенче ытларах сутмалла. Унпа пĕрлех туса кăларнă продукцин пахалăхне те шута илмелле. Вăл туянакана пур енлĕн тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла», - терĕ М.Сейфуллина.
Райпо аталанăвĕнче производство тĕп вырăн йышăнать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсенех илер. Вĕсенче тавар туса кăларассин калăпăшĕ 8 миллион та 708 пин тенкĕпе танлашнă. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çăкăрпа булка изделийĕсене - 190,9, сухари - 6, кондитер изделийĕсем 22,6 тонна туса кăларнă. Пылак шыв туса кăларасси те ÿснĕ. Вăл 24000 декалитрпа танлашать. Çĕвĕ цехĕ те производство калăпăшне ÿстерсе 93000 тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.
Пурлăхпа техника базине те çулсеренех çĕнетсе пыраççĕ. Поселокри райпо лавккисене чылайăшне евроюсав тунă. Малашлăхра вара ял лавккисене çĕнетме палăртаççĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçе пуçăннă та. Кăçалхи 5 уйăхра потребительсен обществи лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Унтан уполномоченнăйсем К.Никитин заявленине пăхса тухса ăна тивĕçтерме йышăнчĕç. Райпо канашĕн председателĕ пулма пĕр сасăллă пулса С.Харитонова суйларĕç. Çавăн пекех Чăвашпотребсоюз представителĕ пулма Вăрмар райповĕнчен Сергей Николаевича палăртрĕç. Уполномоченнăйсен черетсĕр пухăвĕнче Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçрĕç, С.Харитонова ăнăçусем сунчĕç.