АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулăх апат - тупăш çăл куçĕ

02 июля 2010 г.

«Шигали» хуçалăх выльăх-чĕрлĕх йышне кирлĕ шайра тытса тăрассипе яланах тимлĕх уйăрнă. Çулсеренех вĕсем ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Кăçал çумăр сахал çунине пула утă ытти çулсенчипе танлаштарсан чылай сахал.

Утă-улăмсăр выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илейместĕн. Шăхальсем сĕтеклĕ те çителĕклĕ выльăх апачĕ хатĕрлес тесе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксен ути - козлятник, люцерна, шур ути - гектарĕ гектарĕпе сарăлса çитĕнет. Хальхи вăхăтра 100 тонна ытла апат хатĕр те. Уй-хирсенче, ферма çывăхĕнче ĕç вĕресе тăрать тейĕн, пĕрисем утă çулаççĕ, теприсем ăна ферма çывăхне турттарса хурас тесе тăрăшаççĕ. В.Петров механизатор МТЗ тракторпа курăк çулмалли КРН - 2,1М çакса пĕр вĕçĕмсĕр уй-хир тăрăх çаврăнать, ун хыçĕнчен ешĕл курăк паккусĕ выртса юлать. Çак паккуса вара В.Тапинов (хуçалăхри тĕп агроном хăй штурвал умне ларса ) лăпкăн вырттармасть, пĕр енчен тепĕр енне çавăрттарса типĕтсех пырать. Типнĕ утăна вара рулонсем çине куçараççĕ, пĕр пĕрчĕ те сая каймасть темелле. Кунта вара Н.Матвеев пресс-подборщикне тухăçлă ĕçлеттерет. Паккус хыççăн уйра 300-350 килограмлă рулонсем выртса юлаççĕ. Тирпейленĕ утăна çийĕнчех ферма çывăхне турттарса пыраççĕ. Т–150 тракторпа Ю.Иваншкин, МТЗ-82 тракторсемпе Н.Долговпа Н.Тапинов механизаторсем татти-сыпписĕр турттарса тăраççĕ. Ăна вара тракторсем çине стогометательпе В.Ульянов тиесе тăрать. Ферма çывăхне пушатса хăварсан кунта вара вĕсем тепĕр килнĕ çĕре рулонсене тирпейлесе хурас тесе Н.Софронов механизатор, Г.Чермакова, В.Тарасов, Ю.Данилов, Р.Матвеев колхозниксем хыпаланса пĕр канмасăр ĕçлеççĕ. Рулон хыççăн рулона тирпейлесе хурса улăм ури пек купасем пулса пыраççĕ. Шăхальсем тирпей-илеме килĕштереççĕ, туса илнĕ выльăх-чĕрлĕх апачĕ тĕрĕс-тĕкел упрантăр тесе тăрăшаççĕ. Вĕсем утă-улăма хăйсем валли кăна хатĕрлемеççĕ, сутлăх та çителĕклех. Утă пахалăхĕ лайăххине кура Шăхальсем патĕнчен туянакансем татăлмаççĕ, таврари ялсенчен тата районсенчен те килеççĕ. Тĕслĕхрен, Елчĕксемпе Патăрельсем те утă туянма çитнĕ. Кунта вара бухгалтери ĕçченĕсем те хÿтĕ кабинетра хĕвелтен пытанса лармаççĕ, халăха утă-улăм сутас çĕрте тăрăшаççĕ. Н.Иванова, Г.Федорова, Н.Ануфриева, О.Быстрова халăх ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Вĕсен ĕçне Ю.Яковлева уй-хир бригадирĕ йĕркелесе пырать. Утă хатĕрлес ĕç малалла пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика