29 июня 2010 г.
Кăçал Республика кунĕ Шупашкар хулипе Патăрьел районĕсенче иртрĕ. Ытти çулхисемпе танлаштарсан вăл Чăваш автономи юбилейĕпе - 90 çул çитнипе - çыхăнчĕ. Курăмлă çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ ăна Республика. Акă мĕн каланă кун пирки Н.Федоров Президент:
«Чăваш Ен Раççейри ытти региона чылай енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакан, çĕнĕлĕхсене хапăл туса йышăнакан хальхи вăхăтри республика пулса тăчĕ. Çавна пулах эпир Канашра тĕнче шайĕнчи завода сăнавлă майпа хута яратпăр.
Çĕнĕ Шупашкарта нумай миллиард тенкĕ тăракан проект - хĕвел батарейкисем кăларакан завод тăвасси - ăнăçлăн пурнăçланать.
Раççей Правительствин Председателĕ В.Путин Шупашкар шыв управĕн шайне 68 метра çити хăпартассипе çыхăннă проект ĕçĕсене вĕçлесси çинчен калакан хушăва алă пусни экологишĕн те, республика экономики аталанăвĕшĕн те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна пурнăçа кĕртни 10 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать.
Чăваш Енри ялсем çулсерен илемленеççĕ, капăрланаççĕ - газ кĕртес ыйтăва татса панă, халăх пурăнакан кашни вырăна çитичченех çул тунă. Мĕн пур чукун çул вокзалĕсене, çав шутра чи пĕчĕккисене те, тĕслĕхрен, Вăрмарти йышшине, çĕнĕрен тата тĕнче шайĕнчи пахалăх стандарчĕсемпе тунă регион Раççейре, Чăваш Енсĕр пуçне урăх çук».
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен тытăмĕ анлăланать, районсемпе хуласенче бассейнсемпе тивĕçтернĕ Спортпа культура керменĕсем çĕкленеççĕ.
Чăваш Енĕн тĕп çитĕнĕвĕсенчен пĕри - вĕрентĕвĕн аталаннă инфраструктура тытăмне туса хуни.
«Информаципе çыхăну технологийĕсен сферинчи 2010 çулхи чи лайăх регион» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Ене Раççей Президенчĕ çумĕнчи Информаци обществине аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн дипломĕпе наградăланă.
Республика тĕнчери 70 ытла çĕршывпа йĕркеленĕ ĕçлĕ хутшăнусене пуçаруллăн малалла аталантарать. Çав шутра тулашри тавар çаврăнăшĕ енĕпе малта пыракан Германи, Итали, Казахстан, Узбекистан, Китай çĕршывĕсем. Эппин, Чăваш Ен - тĕнчешĕн интереслĕ. Çакна çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх - Шупашкарти экономика III форумне хутшăнма Раççей Федерацийĕн 49 регионĕнчен 500 ытла заявка килни, унта Германи, Чехи, Серби, Итали, Финлянди, Литва, Иран, Намиби, Беларуç, Казахстан, Израиль, Ангола, Япони çĕршывĕсен представителĕсем çулсерен хастар хутшăнни».
Патăрьелĕнче сумлă мероприятисем уяв кунĕчченех пуçланнă. Пĕтĕмĕшле врач офисне уçнă, Çăкăр музейĕ умĕнче чăваш писательне А.Талвира халалласа палăк уçнă. Район энциклопедийĕн иккĕмĕш кĕнеки çутă кун курнă, тасатакан сооруженипе таса шыв тытăмне хута янă. Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне халалланă мероприятисене хутшăнма ЧР Президенчĕ Н.Федоров мăшăрĕпе, Светлана Юрьевнăпа, килсе çитнĕ. Вĕсем малтан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пулнă.
Салара «Стройкомфорт» тата «Энергострой» строительство пĕрлĕхĕсем 15 тата 24 хваттерлĕ 4-шар хутлă икĕ çурт туса пĕтернĕ. Пысăк мероприятисенчен пĕри «Паттăр» стадионпа çыхăннă. Салан çурçĕр енче спортăн пысăк объекчĕ ÿссе ларнă. Унта çак кунах Республикăн ялти 15-мĕш спорт вăййисем пуçланнă. Раççей ял хуçалăх банкĕн филиалĕ уçăлнă. Шăнкăртамри «Дуслык» хуçалăх çĕрĕ çинче республика шайĕнче «2010 çулхи хир кунĕ» курав йĕркеленĕ.
Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем Шăнкăртам вăрманĕнчи Хĕвеллĕ уçланкăра иртнĕ. Президент республикăн 90 çулхи юбилейĕпе ăшшăн саламланă, районти ĕçченсене Правительство наградисене тата Тав çырăвĕсене панă. Унтан ташă-юрă ăстисем «Патăрьел çĕрĕ» композици кăтартнă, пултарулăх ушкăнĕсем ташă-юрăпа савăнтарнă.
Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри фольклор фестивалĕ 18-мĕш хут иртнĕ. Унта Голландипе Бельгирен, Беларуçпа Болгарирен, Раççейри 26 регионтан 38 коллектив хутшăннă. Çавăн пекех Чăваш Ен пултарулăх ушкăнĕсем 200 ытла пулнă. Республикăри наци культура пĕрлĕхĕсен «Туслăх кăшăлĕ» фестивальте 9-мĕш хут тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче иртнĕ.
Раççей шайĕпе иртекен «Руç ăстисем» конкурс кăçал Шупашкара хамăр республикăри маçтăрсемсĕр пуçне 18 регионти (Мордва, Коми, Калмăк, Тутарстан, Пушкăртстан, Мари Эл республикинчи, Белгород, Вологда, Иваново, Киров, Курск, Чулхула, Ростов, Самар, Саратов, Свердловск, Ульяновск облаçĕсенчи, Краснодар крайĕнчи) ылтăн алăсене пуçтарнă.
Республика кунĕ - Чăваш Енре пурăнакансен çеç мар, тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташăмăрсен юратнă, кĕтнĕ уявĕ. Çулленех хутшăнаççĕ вĕсем унта. Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе иртнĕ çул çак кун Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне ирттерме пуçларĕç. Кăçал та ырă йăлана пăсас темен. Ун умĕн вара, июнĕн 23-мĕшĕнче, Пичет çуртĕнче «Чăваш тĕнчи тата кĕнеке» ыйтупа «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Каярах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ларусен залĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем республикăн сумлă уявĕпе - Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 90 çул çитнипе - çыхăннă. Кăçал Раççейре иртекен шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть.