29 июня 2010 г.
Машинăпа ярăнас килнĕ
Хăй килĕнче çывăракан арçын пурлăхĕпе усă курас тенĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан пĕр гражданин. Вăл çывăраканăн матрацĕ айĕнчен автомашина уççине вăрланă. Хуçи хăй пурăнакан çурт умне лартнă автомобиле вырăнтан тапратса кайнă. Анчах пурлăха вăрлас шухăш пулман унăн, çапах саккун умĕнче явап тытма лекетех.
Электроэнерги вăрри
Ш. гражданин декабрь уйăхĕнчен пуçласа мартăн 20-мĕшĕччен «Чăвашри энерги валеçекен компани» акционерсен уçă обществи паракан электроэнергие учета илекен приборпа ĕçлеттермесĕр усă курнă. Кашни кун 24 сехет хушши 1,2 кВт хăватпа ĕçлекен 2 электричество кăмакине, 0,7 кВт хăватпа ĕçлекен апат хатĕрлемелли электричество плитине кунне 2 сехет ĕçлеттернĕ. Хăйĕн «хастарлăхĕпе» гражданин 6372 тенкĕ те 45 пуслăх электроэнерги вăрланă. Япалан вĕçĕ пулатех. Халĕ явап тытма лекет.
Ÿсĕрле чикĕ çук
С. гражданин мартăн 8-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, хăйĕн арăмне хăйне евĕрлĕ «парне» туса панă. Эрех кÿпсе тултарнă ар çын арăмне питĕнчен, пуçĕнчен çапса кăвакартнă, темĕн-тĕрлĕ усал сăмахсемпе кÿрентернĕ. Çавăн пекех ĕрĕхсе кайнă çын газ баллонне уçса пÿрте сирпĕтсе яратăп тесе хăратнă. Алла шăрпăк ярса илнĕ арçын чăннипех шарт! сиктернĕ хĕрарăма. Хăйĕн килĕнчех куç тĕлне пулнă Г. гражданина та тĕп тунă С. гражданин. Пуçĕнчен темиçе хутчен те çапнă, киревсĕр сăмахсемпе ятланă.
Пытарма ĕлкĕреймен
Кивĕ Вăрмар ял çынни «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики территорийĕнче вырнаçнă автомашина кузовĕнчен 11 михĕ минераллă удобрени (550) вăрланă, фабрикăна 5500 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Тăванĕсене «юратать»
Шăллĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан пиччĕшĕн килĕнче малтан унăн аслă хĕрĕпе вăрçăннă. Аслине чышкăпа, теприне питĕнчен, тутинчен çапнă. Эрех те ĕçмен ĕнтĕ хăй. Мĕн вăрçтарнă-ши тăвансене?
Хĕнет пулсан - юратать
Арçын пĕрле пурăнакан хĕр арăма кĕвĕçсе çапса пĕтернĕ, юлашкинчен вĕлеретĕп тесе хăратнă, мăйĕнчен пăвма пуçланă. Хĕр арăм хăранипе макăрма тытăннă. Урса кайнă арçынна куççуль витĕмĕ тытса чарнă пуль.
Е.Алексеева, ШĔП дознавателĕ.
Тĕллеймен
Çĕнĕ Кинчерти вăрман посадки çывăхĕнче пĕр гражданин çак ялтах пурăнакан В. гражданинпа вăрçăннă, вĕлеретĕп тесе хăратнă. Çав вăхăтрах килĕнчен пневматикăлла пистолет кайса илсе арçын енне тĕллесе пенĕ. Те хăратас кăна тенĕ, те чăннипех тĕллеймен.
А.ВАСИЛЬЕВА,
ШĔП дознователь ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ.