АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир сăлтавĕ - хамăрта

29 июня 2010 г.

Тĕнчере СПИД чирĕ çинчен пуçласа 1981 çулта пĕлтерчĕç. Унтанпа тĕнчере 33,4 млн ытла çын чиртен вилме те ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ тата чир тĕнчери пур çĕршывсене те сарăлчĕ. Вирус ернĕ çынсен йышĕ вара - 529 пин çын. 2009 çулта 57 пин те 911 çын - çĕнĕрен чирленисем.Вĕсем пурте тенĕ пекех çамрăксем (15-29 çултисем).

Чăваш Енре СПИД вирусĕ ернисен шучĕ вара 1118 çынна çитрĕ. 187 çын вилнĕ, çав шутран тÿремĕнех СПИДран - 35 çын, ыттисем ăна пула килсе тухнă чирсенчен.

Вирус ернĕ çынсем халĕ республикăри пĕтĕм хуласенче те, районсенче те тупăннă. Пирĕн районта та вĕсен шучĕ 5 çынна çитнĕ. Пĕр палăртнă чирлĕ çын пуçне 4 тупса палăртманни килсе тухать теççĕ статистиксем. Апла вĕсен шучĕ тата ытларах та пулма пултарать.

Чире вирус ертет, хăшĕ çын организмĕнче анчах (юнра ар органĕсем кăларакан шĕвекре тата хĕрарăм сĕтĕнче) пурăнма пултарать. Пĕр çынран теприне вирус виçĕ майпа куçать:

пĕрремĕшĕ - ар çыхăнăвĕсем урлă. Ку майпа пĕр пекех хĕрарăмран арçынна тата арçынран хĕрарăма куçма пултарать, анчах та вирус ернĕ çынсенчен республикăра 71 проценчĕ - арçынсем. Ар çыхăнăвĕ пулнă вăхăтра вирус ересрен презерватив анчах сыхласа хăварма пултарать. Унпа качча каймасăр е авланмасăр тата мăшăрĕсемпе мар, урăххисемпе ар çыхăнăвĕ тытакансен пур чухне те усă курмалла. Уйрăмах пĕлнĕ-пĕлмен çынсемпе тата проституткăсемпе савăшнă чухне ун çинчен манма кирлĕ мар;

иккĕмĕшĕ - юн урлă. Ку майпа наркотиксене юна яракансене пĕр шприцпа темиçен усă курнипе вирус ерме пултарать. Кунта пĕрремĕш хут наркотика юна янă вăхăтрах вирус ертме пултарнине те манма юрамасть. Наркотиксен тепĕр хăрушлăхĕ вăл - наркотика юна яма хатĕрленĕ чухнех унта савăт-сапаран е юнран вирус ерме пултарни. Татуировка тунă чухне те вирус инструмент урлă ерет;

виççĕмĕш май вăл - вирус ернĕ е СПИД тапхăрĕ пуçланнă хĕрарăмсем ачисене вирус ертсе çуратма пултарни. Республикăра 68 вируслă хĕрарăмăн çие юлнă, вĕсенчен 28-шĕ ача çуратнă. Çав ачасенчен виççĕшĕ СПИД вирусĕ ерсе çуралнă. Çуралнă хыççăн ку ачасене амăшĕн сĕтне пама юрамасть. Вируслă хĕрарăмсен 2-8 проценчĕ таран ачасене вирус ертсе çуратас хăрушлăх пур.

Ку виçĕ майсăр урăх нимĕнле майпа та вирус пĕр çынран теприне куçма пултараймасть. Апла пулсан, вирус ернĕ çынсем ăна пурте хăйсене тĕрĕс мар тытнипе ертнĕ. СПИД чирĕнчен сыватма хальхи вăхăтра эффективлă эмелсем тупайман-ха.

Хăш-пĕр эмелсем чирлĕ çынсен пурнăçне тăсма пултараççĕ, анчах пĕтĕмпех сыватаймаççĕ. Çавăнпа вирус пĕрре ерчĕ пулсан ĕмĕрлĕхех, анчах ĕмĕрĕ вара питех те кĕске пулма пултарать. Ун пек пулса ан тухтăр тесен чиртен сыхланни кирлĕ. Çыннăн кăмăл-сипет тасалăхĕ кирлĕ.

Нумай чухне эрех-сăрапа пуçа минретни пĕтерет пулмалла. Юлашки çулсенче çамрăклах эрех ĕçеççĕ, сăрине вара шыв вырăннех хураççĕ. Пĕр кĕленче сăра ĕçни 100 грамм эрех ĕçнипе танлашать теççĕ. Тата наркотиксемпе усă курманни - СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă мелсенчен пĕри.

СПИД пирки тĕрĕслеттерес текенсем ăна республикăри СПИДпа кĕрешес тата асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен центрĕн аноним кабинетĕнче тума пултараççĕ. Унăн адресĕ: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 32 «а» çурт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика