29 июня 2010 г.
2010 çул – Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавна май эпир учитель пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ытларах калаçатпăр, çыратпăр.
Эпир те, Мăнçырма шкулĕнчен 1975 çул вĕренсе тухнăскерсем, май çитнĕ таран хамăра вĕрентсе кăларнă учительсене чысласах тăратпăр, шкула та тĕрлĕ пулăшусем паратпăр. Акă кăçал та майăн 15-мĕшĕнче эпир Мăнçырма шкулĕнче пуçтарăнтăмăр. Пире шкул директорĕ В.Данилов ăшшăн кĕтсе илчĕ, çутă та илемлĕ пÿлĕмсене кăтартрĕ, шкул çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, пулăшу парса тăракансене тав сăмахĕ каларĕ. Çак тĕл пулăва эпир хамăра вĕрентнĕ учительсене чĕннĕ, вĕсен хушшинче пирĕн хисеплĕ те юратнă учитель – пирĕн иккĕмĕш анне В.Романова та пулчĕ. Уяв каçне «Савăнăç» эстрада ушкăнĕ илем кĕртрĕ. Шкулти тĕл пулу каçне Вăрмарти кафере тăсрăмăр. 10 çул пĕрле выляса, вĕренсе ÿснисене аса илнĕ май савăнăç куççулĕ те тухрĕ.
Çакăн пек тĕл пулăва 3-мĕш хут хутшăнтăмăр. Вĕсене яланах пуçарса йĕркелесе ямашкăн В.Сидоров, В.Никитин, И.Павлов, Т.Гаврилова тата яланхи спонсорсем А.Дмитриева, В.Николаев (Мускавра пурăнакансем) пулăшаççĕ. Вĕсене эпир тав тăватпăр, малашне те туслăха çирĕплетсе пыма май пултăр вĕсен. Тепĕр 5 çултан татах çакăн пек тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Манас марччĕ хамăрăн учительсене, манас марччĕ пĕр-пĕрне, савăнасчĕ-çке пĕрле!