29 июня 2010 г.
Пур çын та лайăххи, илемли патне туртăнать, аван та капăр пултăр тесе тăрăшать. Пÿрчĕ-çуртне хитрелетет, кил умне типтерлет, пахчине тасатать. Хăй таврари пуянлăхне упрама пикĕнет, çул-йĕрне лайăхлатать. Кам çĕнни тăвать, хăй киввине çĕнетет. Хăйне пурăнма лайăх пултăр тесе тăрăшать, кÿршĕ-аршă, хăна-тăван кăмăллă пуласса шанать. Ача-пăчапа ĕçлекенсен - шкулсемпе ача сачĕсен - вара çак енĕпе пушшех те пĕтĕмпе йĕркеллĕ пулмалла. Вĕренÿ çурчĕсем, пÿлĕмĕсем яланах таса та типтерлĕ, хитре те хăтлă пултăр тесен нумай вăй хумалла.
4-мĕш номерлĕ ача сачĕ те пĕчĕк шăпăрлансемшĕн чылай тăрăшать. Кашни çул юсав ĕçĕсем иртеççĕ, тирпей-илем кÿресси вара кашни кун тумалли ĕç. Кăçал та акă ача-пăча вылямалли пÿлĕмсене, коридорсене сăрласа çĕнетрĕмĕр, вăйă площадкинче çĕнĕ веранда хăпарса ларчĕ. Çак ĕçсене тума ача садĕнче ĕçлекенсемпе ашшĕ-амăшĕ самай тăрăшулăх кăтартрĕç.
Ача-пăча валли çĕнĕ сĕтел-пукан та туянтăмăр. Хальлĕхе вĕсем çине ачасем ларса ĕлкĕреймерĕç пулин те, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче илемлĕ сĕтел-пукан вĕсене савăнтарасса шанас килет.
Тата тепĕр ĕç пире савăнтарчĕ: ача садне çитме тротуар сарса пачĕç. Ун тăрăх утма питĕ кăмăллă, ирĕклĕ туятăн хăвна. Ачасем те тротуар тăрăх утса савăнаççĕ, икĕ урапаллă, «урхамахпа» чупасси йăлана кĕчĕ. Кунта пурăнакансем те çак çула такăрлатаççĕ. Машинăпа çÿреме çукрах пулин те ашшĕ-амăшĕ тротуара сарнăшăн кăмăллă. Паллах çитес вăхăтра çул сарасса шанатпăр.
Çак питĕ пархатарлă ĕçе тунăшăн эпир район тата хула тăрăхĕн администрацине тав тăватпăр. Ашшĕ-амăшĕн нушисене ăнланнăшăн, ачасемшĕн тăрăшнăшăн, ача сачĕн ĕçне çăмăллатнăшăн тав!