29 июня 2010 г.
Ирех вăранчĕ Юля. Тутлăн карăнчĕ те вырăн çинчен тăчĕ. Таня аппа кухньăра ирхи апат пĕçерет.
«Хĕрĕм, апат ларса çи. Эпир халех аçупа иксĕмĕр уя çĕрулми çумлама каятпăр. Каç пуласпа çеç таврăнатпăр. Сан вара Алюша пăхмалла, пахчана пĕрле илсе тухса кишĕр йăранĕсене çумламалла», - терĕ те хăй çав вăхăтрах кăнтăрлахи апат хатĕрлесе чечеклĕ сумкăна чикрĕ. Тепĕр темиçе минутран Юля ашшĕпе амăшне кантăкран пăхса вăрахчен куçĕпе ăсатрĕ. Хĕр ача çăвăнчĕ, тумланчĕ. Шăппăн Алюш çывăракан пÿлĕме кĕчĕ. Шăллĕ тутлă ыйха путнă, Юля ăна икĕ чăмăр пит çăмартинчен чăпăрт! чуптуса илчĕ.
Кăнтăрла çитсен иккĕшĕ те кăшман йăранĕсене çумлама тухрĕç. Çанталăкĕ паян лăпкă, ытла вĕри. Хĕвел ытла хĕртсе пăхать. Пăчă, вĕри çанталăкра аплах мар çав ĕçлеме! Тăватă çулхи Алюш çаннине тавăрсах мĕкĕлтетрĕ. Хăйĕн пĕчĕк витрине çум курăка та, кăшманĕсене те тăпăлтарса ячĕ. Кăштахран ывăнчĕ пулмалла, теттесене илсе кайса хăйăр купи тĕлне выляма утрĕ.
Юля, тăрăшса çумлаканскер, шăллĕ çинчен пачах та манса кайрĕ. Кăшт вăхăт иртсен сăмсана çунăк шăрши пырса кĕчĕ. Малтанах хĕр ача мĕн пулса илнине асăрхаса илеймерĕ. «Аппа, аппаçăм!» - тесен çеç вăл пахча алăкне уçса ярса кил картине чупса тухрĕ. Чутах тăнне çухатмарĕ вăл. Сарай çунать. Самантрах çамки çине шултра тар тумламĕсем тухса тулчĕç. «Алюш! Халех сана çăлăп!» - тесе вăл пусмапа лупас тăрне хăпарма тытăнчĕ. Хăранипе аллисем, урисем чĕтреççĕ. Шăллĕ тата хытăрах ĕсĕклеме пуçларĕ.
Хĕрлĕ автан вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ. Типĕ хăма, утă çатăртатсах çунать. «Алюш, шăллăм, ăçта эсĕ; Ăçта!» - ĕсĕклерĕ Юля. Унтан шăллĕне курсан аран-аран лупас тăрринчен антарчĕ. Ÿчĕ пиçсе кайнă Алюш йынăша-йынăша илчĕ. Пушар та алхасать, шăллĕн чунран тухакан сасси те чуна çÿçентерет. Унăн вăйĕ чакнăçемĕн чакса пычĕ. «Мĕн тумалла-ха; Тинех пĕччен сÿнтереймĕп ĕнтĕ пушара» - тесе вĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш. «Пушар! Пулăшăр!» - тесе пĕтĕм вăйран кÿршĕсем патне чуптарчĕ. Те калушĕ пысăкрах, те васканăран Юльăн самантрах тутисем типсе ларчĕç, шыв ĕçес килчĕ. «Пушар! Пушар!» - тесе ял халăхĕ, ватти-вĕтти те Николаевсем патне чупрĕ. Халĕ сарай çывăхне пыма та май çук. Шифер шарт-шарт çунса хăлхана çуракан сасă кăларса аякка-аякка вĕçрĕ. «Шыв! Шыв часрах ăсăр!» - терĕ кашни пĕр-пĕрне. Кам чарапа, бидонпа, витрепе çырмаран, кÿршĕ Галя аппа патĕнчен шыв йăтрĕ. Кăткă пек хĕвĕшрĕ халăх. Инкекре яланах пулăшма хатĕр вăл. Юльăн пичĕ, тин çеç çуралнă кунпа илсе панă кĕпи те çара пылчăк, хăрăмпа вараланнă, çÿçĕ-пуçĕ сапаланнă.
Тем вăхăтра вăл витери икĕ пĕчĕк сысна çури çинчен аса илчĕ. Ара вĕсене никам та кăларман вĕт! Вăл алăри витресене пăрахсах, хăйне тытса чаракансенчен вĕçерĕнсех, витене кĕрсе кайрĕ. Хура пăнчăллисем иккĕшĕ те, хĕрлĕ автанран хăрасах пулĕ, пĕр кĕтесе тĕршĕннĕ. Хĕр ача вĕсене хăваларĕ, анчах сысна çурисем витен пĕр кĕтессинчен тепĕр кĕтессине чупса пычĕç кăна. Çак самантра çунакан пĕрене лăстăрт! туса çĕре ÿкрĕ.
Турăçăм! Чутах Юля çине ÿкетчĕ вĕт. Кун пек ĕç тухманнине кура икĕ çурана та хул хушши айне хĕстерсе илсе тухрĕ. Пăнчăллисем вут-кăварпа пиçсе кайнă. Çурăмĕсем хĕп-хĕрлĕ. Ирĕке тухсан вĕсем чылай вăхăт хушши лачакара йăваланчĕç.
Темиçе çул каялла вĕсен сарайне чĕкеçсем иленнĕччĕ. Ас тăвать-ха Юля, пĕррехинче ашшĕ ăна витене илсе тухрĕ те чĕкеçсен йăвине кăтартрĕ. Тăпăлкка кăна йăва курсан пĕчĕк хĕр питĕ савăнчĕ. Кашни кун чĕкеçсене туха-туха пăхатчĕ. Часах йăва хĕррипе ларса тухнă пĕчĕк чĕкеç чĕпписене асăрхарĕ Юля. Шурă мăйлăскерсем, çăварĕсене карса çеç лараççĕ, ашшĕпе амăшĕ çиçĕм пек хăвăртлăхпа апат илсе килессе кĕтеççĕ. «Чĕкеçсем кил-çурта иленни телее», - тетчĕ амăшĕ. Анчах пушар тухсан кăмрăкланса, пĕчĕкленсе кайнă чăмăрккасене курсан куççульпех макăрсах ячĕ.
Çынсем çаплипех чупа-чупа шыв, хăйăр йăтрĕç. Акă Юльăн амăшĕ те курăнчĕ. Ăна курсанах Юля чĕри ыратса кайрĕ, амăшне паллама та çук: сăн-пичĕ шурса кайнă, çÿçĕ-пуçĕ сапаланнă, макăрнăран куçĕсем шыçăннă, лĕпĕшлĕ халачĕ йĕп-йĕпе. Вăл аран-аран утать. «Эх, ачасем, мĕн туса хутăр-ха;!» - пăшăлтатрĕ унăн вĕри тути. Шел пулин те вутпа кĕрешекенсем часах çитеймерĕç.
«Юрать, паян çанталăкĕ лăпкă. Телее, лупасай тăррине кăçал утă хурса ĕлкĕреймен. Çиллĕ пулсан хĕрлĕ автана тытса та чараймăн. Вара пÿрчĕ, мунчийĕ çунса кайма пултаратчĕç», - пăшăлтатрĕ ял халăхĕ. «Эх, мĕншĕн Алюша лайăх асăрхамарăм-ши; Кăçал çеç туса лартнă лупасайран кăмрăк çеç тăрса юлчĕ. Питĕ шел», - ĕсĕклесе макăрчĕ Юля. Хĕр ачана кашниех лăплантарма тăрăшрĕ. Ăна шăллĕне вилĕмрен хăтарнăшăн мухтакан та пулчĕ. «Лупасай вырăнне çĕнни пулĕ, çын вырăнне çын пулмасть», - тесе йăпатрĕç 7-мĕш класра вĕренекен хĕр ачана.