АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчене мĕнле куратăп

29 июня 2010 г.

15 çул вăл çын пурнăçĕнче питĕ интереслĕ те çав вăхăтрах йывăр вăхăт. Çамрăкăн пуçне пачах урăх шухăшсем, туйăмсем çавăрса илеççĕ.

Пĕрремĕш юрату, пĕрремĕш курайманлăх. Тепĕр майлă каласан 15 çулта çын шухăш-кăмăл енчен майлашăнса çитнĕ вăхăт. Хамăн пурнăçа тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Паянхи куна манăн пĕрремĕш тĕллев - хамри юлхавлăха пĕтересси, лайăх вĕренесси, ăс-тăн илесси. Халĕ çак наянлăха пĕтермесен, тепĕр 2-3 çултан кая юлма пултарать. Юлхавлăх вăл хăмпă евĕр, вăхăтра кăларса пемесен, çак пĕчĕк хăмпă санăн пĕтĕм чун-чĕрÿне ярса илет. 15 çул тултарсан çын хăйĕн пурнăç çулне, кам пулса ĕçлессине суйласа илет. Çав вăхăтрах ачан ăшĕнче хăйĕнпе хăй хирĕçÿ пулать. Халĕ ман ăшра темĕнле интереслĕ туйăм пур, эпĕ ăна эгоизм тетĕп. Вăл анне çывăрнă вăхăтра эпĕ вăйлă сасăпа кĕвĕ итлесе ларнине пĕлтермест, çук. Йĕри-тавра лайăххине кăна пултарас килет, начар япаласем çинчен шухăшлас килмест. Анчах та шухăшланă вăхăтра хама пĕр шухăш çинче тытса чаратăп. Хăш-пĕр ачасене ашшĕ-амăшĕсемпе ăнманнни те пулать. Хăшĕсен вара вĕсем пачах çук. Мана пĕтĕмпех лайăххи, ыттисене вара куççульпе хуйăх-и; Мĕнле пулать-ха кун пек; Эпĕ кунпа килĕшместĕп. Пулăшас килет манăн вĕсене. Ăçта усă курмалла-ши хамăн вăйа, аттепе анне парнеленĕ пурнăçа; 15 çулта тата тепĕр япала пулса иртет. Нумайăшĕ хăйсем валли идеал ÿкереççĕ. Ку вăл кашни çын мĕн патне те пулин туртăнни, кам пек те пулин пулас килни. Эпĕ шутланă тăрăх идеал шырама кирлĕ мар. Çын пуласси вăл ача мĕнле çемьере ÿснинчен, ашшĕ-амăшĕ мĕнле пулнинчен, шкулта мĕнле вĕреннинчен килет. Мана çак енчен ăннă тесе шутлатăп. Анне пĕчĕкренех ăса, кукаçипе кукамай çемьене хисеплемеллине вĕрентнĕ. Шанатăп, ĕмĕтсем пурнăçланĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика