29 июня 2010 г.
Эпĕ 1945-мĕш çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕш числинче Аслă Чак ялĕнче çуралнă. Ун чухне больницăсем аякра пулнăран-ши аннене апи карчăк килтех çураттарнă. Çемьере эпир 6 ача пулнă, унсăр пуçне атте, анне, асанне, аттен аппăшĕ - Анна Даниловна. Питĕ чыслă, типтерлĕ, хуçалăха тытма пĕлекен çемьере ÿснĕ эпĕ.
Атте, Яков Данилов, 1911-мĕш çулта çуралнăскер, 6 класс пĕтернĕ. 1930-мĕш çулта ăна хут пĕлмен çынсене вĕрентмелли 3 уйăхлăх курса янă. Вăл 1930-1931-мĕш çулсенче учитель пулса Çиçтĕпе ялĕнче ĕçленĕ. Унăн класĕнче 33 ача пулнă, кайран 1937-мĕш çулта хамăр ялта хут пĕлменнисене вĕрентнĕ. Унтан та кайран аслă вырăнсенче ĕçленĕ, нумай çул хушши колхоз председателĕ, ял Совет секретарĕ, выльăх-чĕрлĕх пухакан агент, çул-йĕр бригадирĕ пулнă май вăл шут йĕркине питĕ лайăх пĕлнĕ. Ачисем те, çав шутра эпĕ те, çав еннеллех туртăннă. Пурте математикăпа туслă. Шкул çулне çитичченех килти ĕçсене тума пулăшнă, каçсерен, выльăхсем кĕтÿрен килсен, ĕне çитерме çÿренĕ. Хамăн йăмăкпа шăллăма пăхнă. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Яланах килте аппасемпе, юлташсемпе «учителле, шкулла» выляттăмăр. Çав ĕмĕт учитель профессине суйласа илме пулăшрĕ пулас пурнăçра. 7 класс пĕтернĕ хыççăн 1960-мĕш çулта Канашри учительсем хатĕрлекен училищĕне кĕтĕм. Халĕ те тĕлĕнетĕп: ăçтан-ха аттепе-аннен çав 15 çулхи хĕр ачана килтен вĕренме кăларса ярас шухăш çуралнă; Халиччен эпĕ Вăрмар станцине те пĕччен кайса курман-çке-ха. Часах студентсен шавлă ушкăнне хăнăхрăм. Çуллахи каникул вăхăтĕнче пĕтĕм çемье пуçтарăнсан аттепе аннене пулăшаттăмăр. Çурла тытса тырă та вырнă. Çуркунне ирсерен 4-5 сехетре витре йăтса ваттисемпе пĕрле удобрени сапма утаттăмăр. Савăнăçлăччĕ. Хĕвел тухсан килелле юрла-юрла утаттăмăр: «Юратсах паян ĕçлерĕм, эп колхозăн хирĕнче», - тесе.
Ăçтан манса кайăн-ха çав студент пурнăçне; Мĕн чухлĕ экскурсисем, спорт ăмăртăвĕсем, кану каçĕсем кашни уявра хĕрлĕ ялавсемпе транспарантсем йăтнă демонстрацисем асра юлчĕç. Пĕр татăк çăкăра пайланă, хампа пĕрле хваттерте пурăннă юлташа, Шăмăршă хĕр ачине Клавăна ăçтан манас; Ушкăнри комсорга, старостăна, культура министрĕ пулнă О.Денисована тата; «Пурте пĕриншĕн, пĕри - пуриншĕн» девизпа пурăнаттăмăр. Хыçа юлчĕç çав асра юлнă кунсемпе çулсем.
1965 çулта Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта ĕçлеме тытăнтăм. Вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлемелли класра ĕçлеме пуçларăм. Нумай çул ĕçлекенсем пулăшсах тăчĕç. 6-8 класра вĕрентекен учитель черетлĕ отпуска кайсан мана математика вĕрентме шанчĕç. 1967-1970-мĕш çулсенче ялти культура çуртĕнче заведующи пулса ĕçлерĕм. Юрă-ташă - кĕвĕпе пире çĕнтерекенни çукчĕ таврара. Темиçе хутчен те республика шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.
1972-мĕш çултан пуçласа пенсие тухичченех хамăр ял шкулĕнче ĕçлерĕм. Хуйхи те, савăнăçĕ те пулнă. Туслă коллективра хуйхă часах иртсе каять. 1980-мĕш çулта упăшка сарăмсăр вилсе 4 ачапа тăратса хăварчĕ. Ĕçленĕ ĕç укçи çав тери пĕчĕккĕ - уйăхра 70 тенкĕччĕ. Ачасене ура çине тăратас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр шкулта та, колхозра та ĕçлерĕм. 1-мĕш сменăна фермăна ĕне сума çÿреттĕм, 2-мĕш сменăна шкула - вăрăмлатнă ушкăна. Вырсарни кунсенче икĕ смена та фермăра ĕçлеттĕм. Çуркунне ачасемпе пĕрле тата 10-15 йăран хăмла туса параттăм. Çулла вара аллăшар йăран кăшман илеттĕм. Килти ĕçсене те тума ĕлкĕрнĕ вĕт-ха. Кĕпе-йĕмне çĕрле çăваттăм. Çамрăк пулнă, вăй вылянă. Атте-анне пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни пулăшнă. Ачасене ура çине тăратрăм. Шкулта та эпĕ вĕрентнĕ ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсем тăрăх саланса пĕтнĕ. Кам кăна çук пулĕ вĕсем хушшинче; Врачсем, медицина сестрисем, сутуçăсем, строительсем, шут ĕçченĕсем, механизаторсемпе шоферсем... Каласа та пĕтерес çук. Пурĕ вунă класс вĕрентсе кăларнă та-ха. Малтанхи çулсенче ачасен шучĕ классенче 20-25 ачаран кая марччĕ. Йывăрччĕ урокра кашни ачаран ыйтма, уроксем хыççăн çине тăрсах ĕçленĕ. Икĕ класа пĕр харăсах вĕрентнĕ çулсем те пулчĕç. Йывăрлăхсене мана опытлă наставник - учительсем Е.Егорова, А.Смирнова, Г.Никифорова, Л.Егорова çĕнтерме пулăшатчĕç. Вĕсем хăйсен ырă канашĕсемпе, методикăлла кăтартăвĕсемпе, пурнăçри опычĕпе паллаштарсах тăратчĕç. Тав сăмахĕ калас килет вĕсене манăн. Тайма пуç сире, манăн хаклă учитель - ĕçтешсем, ветерансем.
Çамрăк чухне мана 60-65 çулхи çынсем питĕ ватă пек туйăнатчĕç. Халĕ те паянхи пек астăватăп. Хĕрсемпе пуçтарăнса урамра лараттăмăр. Малаллахи çинчен шухăшлаттăмăр. «Тепĕр 45 çултан эпĕ 65 çул тултаратăп вĕт-ха. Шухăшлăр-ха, - тетĕп юлташсене, - мĕнле ватă пулатăп вĕт».
Çав 45 çул тĕлĕкри пек иртсе кайрĕ. Пĕрре те хама 65-ре тесе калас килмест, чунпа эпĕ паян та çамрăк, анчах вăйсем, сывлăх çак çултине аса илтереççĕ. Хальхи саманана пăхмасăр малаллах утас килет.
Пурăнасчĕ-çке пурин çине те сарă хĕвел пăхнă, çут çанталăкри кайăк-кĕшĕксен, шăнкăртатса шыв юхнин сассине илтнĕ, алă-урасене хускатма вăй пур чухне. Пурăнасчĕ-çке юратнă ачасемпе мăнуксем, тăвансем, юлташсем пур чухне.
.