29 июня 2010 г.
Час-часах хаçатра вăрçă ветеранĕсем çинчен, вĕсен паттăрла ĕçĕсем çинчен çырса кăтартаççĕ. Вĕсем çĕнтерÿпе таврăнса мирлĕ пурнăçа аталантарассишĕн тăрăшса ĕçленĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăннă. Манăн ватă кукаçине, Иван Виссарионович Виссарионова кун пек шăпа пÿрмен вара. Вăл ĕмĕрлĕхех пирĕн çутă пурнăçшăн, малашлăхшăн, телейшĕн вăрçă хирĕнче юлнă. Çапла вара 1945 çулхи майăн 9-мĕшне кашни çын чунтан савăнса, хавхаланса кĕтсе илнĕ, анчах кашнин телейĕ тулли пулман. Кивĕ Вăрмар ялĕнчен аслă вăрçа 365 çын тухса кайнă, каялла вара 117 çын кăна таврăннă. Ан тив, пурин çинчен кĕнекесенче те çырман, пурне те орден е медальпе те наградăламан, анчах вĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн чĕресенче юлĕç. 2010 çул - Вĕрентекен çулталăкĕ. Вĕрентекенĕн, эппин, яланах тĕслĕх пулса хăй хыççăн ертсе пымалла. Çавăн пек çын пулнă та ман ват кукаçи. Семен Виссарионович 1908 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче вăтам пурăнакан çемьере çуралнă. Çемен çемьере - асли. Ун хыççăн Микула тата Элекçей çуралнă. (Элекçей 1942 çулта вăрçă хирĕнче вилнĕ). Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Ашшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, çемьене çирĕп алăра тытнă. Шкул çулне çитсессĕн ялти шкулти ăс пухать, 3 класс вĕренсе пĕтерсен кĕтÿçĕ пулса ĕçлет. Вĕренес, нумай пĕлес туртăм ачана малалла туртать - ашшĕнчен вĕренме кайма ирĕк ыйтать. Анчах лешĕ кун пирки манса кайма хушнă, килти ĕçсене ĕçлекен кирлĕ тенĕ. Вара Çемен ашшĕ ирĕкĕнчен тухса Куславкка хулине тухса кайнă. Кунта вăл пĕлĕве малалла тăсать. Анчах каллех йывăрлăх килсе тухнă. Учитель пулас тесен Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкула каймалла. Унта çитме вара укçи те çук. Мĕнле те пулса укçа тупмалла. Çемене пĕчĕклех кÿршĕри мучи кашăкпа выляма вĕрентнĕ. Вăл çавăн пекех юрлама, ташлама ăста пулнă. Халĕ ĕнтĕ çак ăсталăх ăна пысăк çул çине кăларма пултарнă. Вăл халăх йышлă пуçтарăннă вырăнсенче кашăкпа выляса, юрласа, ташласа укçа тунă. 1926 çулта вара Чĕмпĕрти педагогика училищин студенчĕ пулса тăнă. 1929 çулта, учитель дипломне илнĕ хыççăн, яла таврăнать. Тăван шкулта географи тата истори учителĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Унăн ĕç кĕнеки паянхи кун та упранать.
1931 çулта Çемен ял хĕрĕпе, Александрăпа, çемье çавăрать. Çемьере тăватă тĕпренчĕк çут тĕнчене килет: Елена, Минадора, Маргарита, Евгений. 1934-мĕш çулта кукаçи аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Шупашкарти педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. 1931-мĕш çулта Мăнçырмара истори учителĕ пулса ĕçлет. 1939-мĕш çултан пуçласа мĕн вăрçа кайиччен тăван ялти шкулта географи, истори, черчени урокĕсене ертсе пырать. «Мана та ÿкерме кăранташ паратчĕ. Лайăх, лайăх ÿкернĕ тесе ырлатчĕ, эпĕ вара савăнаттăм. Атте сасси йăвашчĕ. Шкулта хăй вĕрентнĕ ачасем те çаплах аса илсе калатчĕç ун пирки», - аса илет манăн асанне Минадора Семеновна Шурина. Асанне ашшĕ вăрçа кайнă чух 6 çул тултарайман ача пулнă. Ашшĕпе çыхăннă аса илÿсем ăна паян та канăç памаççĕ. «Çуллахи вăхăтра каç пулттипе çитĕнсе çитнĕ кÿршĕ çыннисем урамра пухăннăччĕ. Вăрçă тухнă иккен. Пирĕн аттене 1941 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче çара илнĕ. Пирĕн пата çынсем пуçтарăннăччĕ. Эпĕ хамăн кукаçипе кукамая лайăх ас тăватăп. Атте пĕрле каякан юлташĕсем патне лашапа кайрĕ. Мана атте хăйĕн арки çине лартса пычĕ. Унăн юлташĕн амăшĕ мана пуçран ачашларĕ. Киле килсен пуçтарăнса Вăрмар станцине каллех лашапа кайрăмăр. Пире аппапа иксĕмĕре илсе кайрĕç. Вăрмара çитсен çар комиссариатне çитрĕмĕр. Унта питĕ нумай çын пуçтарăннă. Купăс калаççĕ, юрлаççĕ. Кăшкăрса йĕрекенсем те пур...
Ăна Хусанти танк училищине вĕренме янă. Çавăн чухне атте киле курма килсе кайрĕ. Атте - шурă кĕрĕкпе, çăлтăрлă шурă çĕлĕкпе, погонлă гимнастеркăпа. Стена çинче пăтаран кобураллă наган çакăнса тăратчĕ. Ман шăллăм питĕ пĕчĕккĕ. Вăл пĕрмай атте арки çинче. Пире те тытса ачашлать. Килте аттепе юлашки хут курни çавă пулнă. Хусанти - училищĕне вĕренсе пĕтерсен Вăрмар станци витĕр вăрçă хирне илсе кайнă ăна. Çавăн чух пирĕн ялти пĕр ватă çынран, Макçăм пиччерен, кăштах сахăр, пулă парса хăварнă. Эпир, пĕчĕкскерсем, савăнса çиетпĕр, анне - йĕрет. Сиснĕ-ши вăл аттене урăх курас çуккине. Килеймерĕ çав вăл, тем пек кĕтсен те. 1943-мĕш çулта сентябрĕн 3-мĕшĕнче тан мар çапăçура пуçне хунă». Салтак çырăвĕсем... Мĕнле хаклă пулнă-çке вĕсем. Анчах кашни, паллах, савăнăç мар, хурлăх та илсе килнĕ. Салтака вара хăйĕн пурнăçĕ мар, çемйи ытларах пăшăрхантарнă. Çапла, çемье телейĕ нумая пыман. Ватă кукаçирен килнĕ пĕртен-пĕр çыру упранса юлнă. Ăна вăл 1943 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче çырнă: «Хаклă кил-йыш!
Вăрçа çитрĕмĕр. Хамăрпа пĕрле килнĕ юлташсемпе уйрăлтăмăр. Пурнăç Хусантипе танлаштарсан чылай начартарах. Эпĕ ку таранччен сывă пурăнатăп. Малаллахине калама пултараймастăп. Тăвансене, сире пурне те салам». Унăн пурнăçĕ Украинăра Мориуполь хулинче Старый Крым поселокра татăлнă. Вил тăприйĕ çине 2003 çулта пирĕн асанне хăйĕн Галина хĕрĕпе тата кÿршĕпе кайса килнĕ. Тăванла вил тăпри çине палăк лартнă. Ылтăн сас паллисемпе çырнă ятсенчен те пĕрремĕшĕ - Семен Виссарионовичăн.
Асаннесене ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ Украина халăхĕ. 1943 çулхи сентябрĕн 9-мĕшне паянхи кун пекех ас тунă кунта пурăнакан Екатерина Пантелеевна Гаврилинчук. Вăл чăвашран килнĕ хăнасене çав хăрушă кун пирки каласа панă, çапăçу вырăнĕсене илсе çÿренĕ. Çук, манмасть Украина халăхĕ хăйне ирĕке кăларакансене. Палăк умĕнче яланах чĕрĕ чечексем, вĕсен ячĕпе уçнă часавай та пур. Шкулта манăн ват кукаçине сума суса 1995 çулта Асăну хăми уçнă. Кунта вăл учитель пулса ĕçлени çинчен палăртса хăварнă. Семен Виссарионович ĕçне малалла унăн ывăлĕ Евгений Семенович тăснă. Çавăн пекех мăнукĕ те (Елена ывăлĕ) Владимир Петрович истори учителĕн профессине алла илнĕ. Эппин, çыннăн çут тĕнчене килни пĕлтерĕшлĕ, енчен те çак ĕçе унăн ăрăвĕ малалла тăсать пулсан. Мухтанатăп эпĕ хамăн ватă кукаçипе. Вăл çак Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ, ăна çывхартаканĕ. Çулсем иртеççĕ пулин те,унăн ячĕ яланах пирĕн чĕрере упранĕ. Ун çинчен пĕлсе, хисеплесе хакласа пурăнасси - пирĕн тивĕç.
Кивĕ Вăрмар шкулĕ чăн-чăн патриотсене çитĕнтерессишĕн нумай вăй хурать. Шкул ачисем тăтăшах вăрçă ветеранĕсем патне кайса тăраççĕ. Шкулта «Çамрăк патриот» кружок ĕçлет. Ветерансен пурнăçĕпе паллаштаракан хаçатсем кăлараççĕ, стендсем тăваççĕ. Час-часах шкулта тĕрлĕ конференцисем, тĕл пулусем иртеççĕ. Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра пуç хунă салтаксем, тыл ĕçченĕсем, пĕтĕм вăрçă нушине курнă çынсем, эпир сирĕн умра çĕре çити пуçтаятпăр.