29 июня 2010 г.
Тăхăр ачаллă çемьере Валентин чи асли пулнă, йывăрлăхĕ ытларах ун çине тиеннĕ. Арçын ача ашшĕпе çăмран кăçатă йăваласа ÿснĕ. Вăл вăхăтра Çÿлти Кинчерте нумайăшĕ çак ĕçпе тăрăшнă.
1923 çулта çуралнăскер Валентин Çĕнĕ Кинчерти 7 класлă шкул хыççăн Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1939 çулта, вĕренсе пĕтерни çинчен свидетельство илнĕ хыççăн ăна Чĕкетури кĕçĕн классене вĕрентме яраççĕ.
1941 çулхи июнь уйăхĕнче пуçланнă хăрушă пулăм пуриншĕн те кĕтменлĕх пулнă. Çак çулах июлĕн пĕрремĕшĕнче çамрăка çара ăсатаççĕ. 45 гварди дивизийĕн 484 стрелковăй полкĕнче присяга тытнă çамрăк салтак. Чи хĕрÿ çапăçусене хутшăнма тÿр килнĕ унăн. Йывăр пулнă. Куç умĕнче юлташĕсем пуçĕсене хунă. Паллах, никама та çăмăл пулман...
1957 çулта Валентин тăван колхозрах вăй хуракан Галина ятлă чипер хĕрпе паллашать. Пĕрле вĕсем 6 ача: 2 ывăл тата 4 хĕр çитĕнтернĕ. В.Игнатьев Çÿлти Кинчер шкулĕнче 1963 çултан пуçласа 20 çул ĕçленĕ. Маларах вара Кĕтеснер, Чупай шкулĕсенче вăй хунă. Вĕренекенсем учитель-фронтовик каласа панисене хăлха тăратса тимленĕ. Чи итлемен ачасем те унăн урокĕсенче шăп ларнă. Çапах та вăрçă çинчен нумай калама юратман вăл. Аса илÿ ытла та йывăррăн килнĕ. Валентин Игнатьевич хăйĕн профессийĕнче чăн ăста пулнă. Ачасене тĕрĕс воспитани парасси çинчен калама çеç çăмăл. Пурнăç тунине тутанса курнă арçын вара çамрăксене этика, мораль, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани пама пĕлнĕ. Унăн мăшăрĕ, Галина Ивановна паянхи кунта пурăнать-ха Çÿлти Кинчерте кĕçĕн ывăлĕн çемйипе. Валентин Игнатьевич вара 1989 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çапах та нумай çынсен асĕнче ырă йĕр хăварнă вăл.