26 июня 2010 г.
Килĕшетĕр пулĕ: республика тулашĕнче тухакан массăллă информаци хатĕрĕсенче ентешсен сăнне курни хăйне евĕр кăсăклăх çуратать. Çавăнпа та Мускавра тухса тăракан пĕр сумлă журналта Л.Храмова (Силерова) врач сăнне курсан, çывăх çыннисенчен Людмила Николаевна çинчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.
Тĕлнех пулчĕ тата - июнĕн 26-мĕшĕнче çуралнă кунне паллă тума хатĕрленекен хĕрĕ пирки хаçат урлă салам сăмахĕсем пĕлтерме амăшĕ - Полина Степановна Силерова - килчĕ. Амăшĕнчен лайăхрах хĕрĕ çинчен кам каласа парĕ;
1960 çулта кун çути курнă Люда. 1977 çулта Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, гинеколог акушер пулма ăнтăлнă вăл. Университетран алла професси илсе тухнă çĕре вĕсем кунтах хирург пулма вĕреннĕ Çĕмĕрле каччипе В.Храмовпа çемье çавăрнă. 1980 çулта хĕрĕ Елена çуралнă. Халĕ вăл Дон çинчи Ростоври Нефтьпе газ академине пĕтернĕ хыççăн асăннă хуларах конструктор инженер пулса ĕçлет, çемьеллĕ. Ывăлĕ - Андрей - Рязаньти автомобиль çар училищине пĕтернĕ. Мускавра тĕпленнĕ, вăл та çемьеллĕ.
Людмила Николаевна пĕр хушă Шупашкарта гинеколог акушер пулса ĕçлет, каярах Мускава куçать. Халĕ тĕп хулари 6-мĕш номерлĕ хĕрарăмсен консультацийĕнче вăй хурать. Ят-сумлă специалист вăл. Ĕçне пĕлсе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн нумай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Анчах чи пысăк хисеп - çынсем шанни. Ахальтен мар ĕнтĕ специализациленĕ «Беременность» журнал урлă пациентсене те питĕ кирлĕ канашсем парать.