26 июня 2010 г.
Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр иртет. Акă ĕнтĕ шкул çумĕнче ĕçлекен лагерьте те пĕрремĕш смена вĕçленчĕ. Çуллахи вăхăтра ачасем ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлаççĕ. Ачасен канăвне çапла майпа йĕркелени пуриншĕн те усăллă. Кунне икĕ хутчен тутлă апат, вăйă-кулă, интереслĕ занятисем пурин кăмăлне те каяççĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнчи лагерьти 4 отряд ачисене пурĕ 8 воспитатель пăхса тăрать. «Кунта канас текен ачасен шучĕ пысăк, анчах эпир 86 ачаран ытла йышăнаймастпăр. Ачасене районти физкультурăпа спорт комплексне, музее, тĕп библиотекăна илсе çÿрерĕмĕр. Библиотека пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлет - тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Ачасем ятарласа стена хаçачĕ йĕркеленĕ», - каласа парать шкул çумĕнчи лагерь начальникĕ И.Яковлева. Акă, тĕслĕхрен, районти шкул çумĕнчи лагерьсен командисем хушшинче шашкăлла выляссипе иртнĕ спартакиадăра В.Петрова воспитатель ертсе пыракан отрядри Д.Степанов 2-мĕш вырăн йышăннă, команди вара 3-мĕш. Иккĕмĕш смена июнĕн 25-мĕшĕнче уçăлчĕ.