26 июня 2010 г.
Саманатпа усă курса, манăн хамăр ĕçтешĕмĕр пулнă Г.Матвеев çинчен каласа парас килет. Герман Матвеевичăн шăпи Тăвай район хаçачĕпе тачă çыхăннă. Вăл 1955-1961 çулсенче «Сталин ялавĕ», «Ленинец» хаçатсен редакторĕ, районти радиовещанин пĕрремĕш редакторĕ пулнă. Аслă çулсенчи вулакансем хаçатра «Ухруль» псевдонимпа пичетленнĕ критикăлла заметкăсемпе статьясене лайăх астăваççĕ пулĕ. 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче эпĕ те «Ял ĕçченĕ» хаçатра ĕçлеме тытăнтăм. Шăп çав çулсенче паллашрăм та унпа. Ун чухне вăл Вăрмар радиовещанийĕн редакторĕччĕ. Пире, райхаçатпа радиовещани редакцийĕсенче ĕçлекенсене, ăсталăха ÿстермелли темиçе кунлăх семинара «Лазарев академине» чĕннĕччĕ. Вăл хăйĕнпе пĕр вăхăталла ĕçленĕ Тăвайри юлташĕсем пирки ыйта-ыйта пĕлчĕ, пĕлĕшĕсене салам калама хушрĕ. Пĕрре курсах кăмăла килнĕччĕ шÿте ухата, пурнăç çине оптимистла пăхакан ăш пиллĕ çын.
1941-мĕш çултан пуçласа пурнăç тăршшĕпе дневниксем çырса пынă Герман Матвеевич. Мана та тÿр килчĕ вĕсемпе паллашма. «Дневник çырасси - хăйне евĕр пысăк та ответлă, чĕрене канăç паман ĕç», - тет автор. Эпĕ пĕлекен вун-вун çын хушамачĕ унта, район пурнăçĕнчи паллă пулăмсем. Ултă çул ытла ăнăçлă ертсе пынă Герман Матвеевич пирĕн районти «Ленинец» хаçата. Вăл пысăк пултарулăхлă, ĕçлес хавхаллă журналист пулнине палăртаççĕ ăна пĕлекенсем. Вăл материала нумай чухне асрах хăвăрт та пахалăхлă калăпланă. Хуть кампа та хăвăрт пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ вăл, унпа хутшăнма çăмăлччĕ. Тăвай, Вăрмар тăрăхĕсенче кăна мар, республикăра та такам та пĕлнĕ ăна. Вăл республикăри хаçат-журналсен, радиовещани редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытса тăнă. Унăн информацийĕсем центрта тухса тăракан кăларăмсенче кун çути курнă. Мĕн каласси, пур енлĕ курăмлă, талантлă çынччĕ кÿршĕ район çынни. Çавăнпа унăн сăнарĕ ăна пĕлекенсен асĕнче пĕрре те тĕксĕмленмест, нумай çул каяллахи пекех çутă та ăшă.