АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мăя касакан» парăм

26 июня 2010 г.

Пурăннă чухне çын темĕнле йывăрлăха та кĕрсе ÿкме пултарать. Çынран кивçен укçа, кредит илесси те пулать, анчах каялла тавăрса пама вăхăт çитсессĕн хăшĕсем тÿлеме вăй çитереймеççĕ. Коммуналлă пулăшусемшĕн укçа парайманнисем те йышлă. Чи малтанах çакă çынсем ĕçсĕр ларнипе çыхăннă. Парăмçăсемпе ĕçлекен суд приставĕсем уйăхсерен вĕсен килĕсем тăрăх çÿреççĕ, тÿлемелли çинчен асăрхаттару хучĕсем параççĕ. Вăрмар поселокĕпе илес пулсассăн, коммуналлă пулăшусемшĕн граждансем 896 пин те 336 тенкĕлĕх кивçене кĕнĕ. Чи пĕчĕк парăм - 303 тенкĕ, чи пысăкки - 25 пин те 861 тенкĕ. Суд приставĕсен кил-хуçи - парăмçăсене «тытасси» те пулмасть. Пĕри килте çук, тепри пачах урăх çĕрте пурăнать, виççĕмĕшĕ тата Мускава ĕçлеме кайнă.

Иртнĕ кунсенче те черетлă рейдра С.Пантелеймонова суд приставĕ кашнинех парăма тÿлемелли пирки, унсăрăн мĕн пулса тухассине ăнлантарчĕ, асăрхаттару хучĕсем парса хăварчĕ. Ку хутĕнче укçа кăларса парăма татаканни пулмарĕ. Поселокра пурăнакан пĕр гражданина вара коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн тÿлемен пирки арестленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика