26 июня 2010 г.
Пенси фондне страховани укçи тÿлеменнисен «хура» списокне лекнĕ 10 хуçалăхсемпе организацисенче пурĕ 244 çын ĕçлет. Парăма кĕнĕ пысăк организацисенчен çаксене палăртмалла: Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ. Кунта 74 çын ĕçлет. Кăçалхи июнĕн 4-мĕшĕ тĕлне парăм 701130 тенкĕ шутланать. «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен» МУПăн парăмĕсем пысăк. Асăннă предприятире 23 çын вăй хурать. Вĕсене парса çитереймен парăм 44491 тенке çитнĕ. «Татьяна» тулли мар яваплă общество, «Харитонов С.Н.» уйрăм предприниматель , «Харитон» предприяти, «Арабоси» агрофирма, «Рассвет» АХО, «Аниш», «ТНЛ», «Нюша», «Юман» тулли мар яваплă обществăсем пурĕ 515005 тенкĕ парăма кĕнĕ. Парăмсене шыраса илме пурин патне те Раççей Федерацийĕн 212-мĕш саккунĕ тăрăх ыйтса çырнисем ярса паратпăр. Страхлакан укçа кашни çыннăн пенси калăпăшне, страхлаканăн стажне е ĕçлекен пенсионерсене çĕнĕрен шутласа пама тивĕçлĕ тÿпе хывать. Пухăннă укçа халĕ тивĕçлĕ канури пирĕн аттесемпе-аннесене, асаттесемпе асаннесене пенси тÿленĕ çĕре каять.