26 июня 2010 г.
Çĕр çине килнĕ кашни чунах пурăнма килет. Анчах хăшĕсем кун çутине те кураймаççĕ, теприсем - утаймаççĕ е калаçаймаççĕ. Пурнăç темшĕн кÿрентернĕ тейĕн вĕсене. Ыттисенчен уйрăлса тăраканскерсене вара уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Пирĕн районта вара пурĕ 1793 инвалид пурăнать.
Иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăра «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» Чăваш Республикинчи обществăлла организацин Вăрмар районĕнчи организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Çак организацин районти уйрăмĕн председателĕ Э.Борисова пĕр çул кăна-ха çак ĕçре. Апла пулин те инвалидсене обществăлла пурнăçа явăçтарни (спорт, культура мероприятийĕсем), вĕсемпе ĕçлени курăмлă. Конференцире 2005-2009 çулсенчи организацин ĕçĕ-хĕлне сÿтсе яврĕç. Тĕп библиотека хăйĕн хÿттине илнĕ тейĕн инвалидсемпе ĕçлекенсене. Кунта вĕсен уйрăм компьютер тата пĕтĕм кирлĕ оргтехника. Конференцие хутшăннă хĕрарăмсем пурте тенĕ пекех пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли пирки каларĕç. Социаллă хÿтлĕх, культура, библиотека ĕçченĕсен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, пурин те инвалидсен пурнăçне илемлĕрех тăвассишĕн тăрăшмалла.