26 июня 2010 г.
Районти судебнăй приставсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕсленĕ май уйрăм граждансем алимент тÿлемен тĕслĕхсем тупса палăртнă. П. гражданин хăйĕн çул çитмен ачине алимент укçи пама шутламан та. 2009 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа июнĕн 8-мĕшĕччен суд приставĕсем гражданина алимент тÿлеменнишĕн уголовнăй явап тытмалли пирки пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Çапла çак тапхăр хушшинче 32881 тенкĕ те 71 пус парăма кĕнĕ вăл.
РФ УПК 37 статйипе килĕшÿллĕн çак тивĕçе пурнăçламаннине пула район прокурорĕ тĕрĕслев ирттернĕ материалсене уголовнăй ĕç пуçарма суд приставĕсен Вăрмарти уйрăмне ярса панă.
2010 çулхи 5 уйăх хушшинче район прокуратури, суд приставĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕсленĕ май, граждансем çул çитмен ачисене алимент тÿлемен 5 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен тăваттăшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, пĕринпе хальлĕхе тĕрĕслев ĕçĕсем иртеççĕ.