26 июня 2010 г.
Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче республикăра инфратытăма аталантараси тĕп çул-йĕрсенчен пĕри тесе палăртнă. Çавна май çĕнĕ йышши пурăнмалли çурт-йĕр, сывлăха çирĕплетекен спорт комплексĕсем, чукун çул вокзалĕсем тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă объектсем хута каяççĕ.
Вăрмар район халăхне Республика кунĕ умĕн хăйне евĕр парне пулчĕ - поселокра чукун çул вокзалĕ уçăлчĕ. Ăна уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Горьки чукун çулĕн филиалĕн пуçлăхĕ А.Лесун РА-2 дизель пуйăспа Канаш станцийĕнчен Вăрмар станцине çитрĕç. Вĕсене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «РУКС» патшалăх унитари предприятийĕн директорĕ Э.Аблякимов, «СУОР» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ В.Ермолаев, Вăрмар чукун çул станцийĕн начальникĕ Л.Доронина, чукун çул çинче нумай çул хушши ĕçленĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, район халăхĕ хапăл туса кĕтсе илчĕç. Республикăн яваплă çыннисене Е.Курникова тата республикăри культура училищин хореографи ушкăнĕ «Родное небо» юрă парнелерĕç. Июнĕн 22-мĕшĕнче, Асăнупа хурлăх кунĕнче, Раççейĕпех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăр салтаксене асăнаççĕ. Вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрех асра тытса Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ячĕпе Çĕнтерÿçĕ салтак палăкĕ умне кадетсем Астăвăм гирлянди хучĕç.
Республика ертÿçи Н.Федоров сăмах илчĕ. Вăл чи малтанах чукун çул вокзалĕ уçма килнĕ яваплă çынсене, район халăхне çак паллă пулăмпа саламларĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче çирĕп малашлăх сунчĕ.
«Пысăках мар калăпăшлă чукун çул вокзалĕ хăпартни вăл - пысăк ĕç, историри паллă пулăм. Горьки чукун çулĕ иртекен 14 регионтан Чăваш Енре чукун çул вокзалĕ хăпартас ĕçе пĕрремĕш вĕçленĕ. Кунта Мускав, Нью-Йорк, Токио хулисен вокзалĕсенче мĕн пурри пĕтĕмпех пур. Пĕтĕмĕшле каласан район халăхне, килен хăнасене чукун çул транспорчĕпе çÿремешкĕн пур условисем те туса панă», - терĕ Н.Федоров Президент. Унтан вăл ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунă Горьки чукун çулĕн сотрудникĕсене Тав çырăвĕ пачĕ. Ăна Вăрмар чукун çул станцийĕн дежурнăйĕ В.Тюрин, Хусан дирекцийĕн Шупашкарти производство участокĕн начальникĕ Н.Трофимова, Горьки чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн тĕп инженерĕ С.Маркичев тивĕçрĕç. Республика пуçлăхĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе те тĕл пулса калаçрĕ, вĕсене çирĕп сывлăх сунчĕ. Районăн яваплă çыннисене тăван тăрăха тирпей-илем кĕртессипе ĕçлемеллине те каларĕ Николай Васильевич.
«Паян чукун çул вокзалне уçни чукун çул ĕçченĕсемшĕн те, Вăрмар районĕнче пурăнакансемшĕн те паллă пулăм. Çак кун вăрçă пуçланнипе çыхăннă пулин те, паян вăл малашлăха шанăç кÿрекен кун пулса тăчĕ темелле. Çакăнпа пирĕн пĕтĕм пурнăç тытăнса тăрать», - терĕ А.Лесун. Унтан Анатолий Федорович ĕçре палăрнисене тивĕçлĕ наградăсем пачĕ. Çавăн пекех парнене Горьки чукун çулĕн тава тивĕçлĕ ветеранĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ В.Гайдученко тивĕçрĕ. Унтан Н.Федоров Президент, А.Лесун, В.Гайдученко хĕрлĕ хăю касса чукун çул вокзалне уçрĕç. Хаклă хăнасем вокзалпа, кунта йĕркеленĕ выставкăпа паллашрĕç. Вăл курма килнисене шал енчи хăтлăхĕпе, илемлĕхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртрĕ. Чукун çул вокзалĕн тулашĕнче те тирпей-илем хуçаланать. Ун йĕри-тавра чечексем, йывăç-тĕмсем лартса тухнă, ларса канмалли вырăнсем те йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, чукун çул вокзалне уçни район халăхне чăн-чăн парне пулчĕ.