АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир аттепе мухтанатпăр

22 июня 2010 г.

1941-1945 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи иртнĕренпе 65 çул çитсен те вăл пурин асĕнче. Чупай ялĕнче 1924 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче çуралса ÿснĕ манăн атте - Василий Васильевич Васильев та Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ. 17 çултах вăл Тутар Республикинчи Юдино станцинче чукун çул ĕçченĕ пулса вăй хунă. 19 çул тултарсан (1943-мĕш çулта) ăна совет çарне илнĕ. Малтанхи вăхăтра çамрăка Мари Республикине кĕрекен Суслон поселокĕнче çара кайма хатĕрленĕ. Апат-çимĕç енчен вăл вăхăтра питĕ херĕп пулнă. Ун чухне çĕр улми хупписене вĕретсе çинине те кайран, вăрçă хирĕнчен таврăнсан, пĕрре кăна мар аса илетчĕ атте. Çакăн пек йывăр лару-тăрăва пулах ĕнтĕ асанне кутамкка тулли çĕр улми тултарса çуран атте патне çитнĕ. Мĕн виличчен атте çакна ас туса пурăнчĕ. Вăрçă хирĕнче аманнă хыççăн вăл госпитальте выртса тухнă. Фронта тухса каяспа хамăр ял çумĕпе поездпа иртсе кайнă чухне асанне патне çырнă çырăва чул чĕркесе персе хăварнă. Вара тин атте фронта кайни çинчен пĕлнĕ эпир. Вăрçăра танкист пулса нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Берлина çитиех хăваланă вăл ирсĕр фашистсене. 1947-мĕш çулта тин вăрçăран таврăннă пирĕн атте. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн В.Васильев Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата «Паттăрлăхшăн» медальсене икшер хутчен, «Польшăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн» медальсене илме тивĕç пулнă. Унсăр пуçне ытти медальсем те чылай пулнă унăн. Паянхи кун та вĕсене чыслăн упратăп. Кашнинче уçса пăхмассерен атте вăрçă çинчен каласа панисем куç умне тухса тăраççĕ.

Чылай терт-нуша тÿснĕ вăл вăрçă çулĕсенче.

Ас тăватăп, эпир кăштах ÿссен кино курма çÿреттĕмĕр. Ун чухне вăрçă çинчен ытларах кинофильмсем кăтартнă. Унтан килсен хамăр мĕн курнине аттене каласа параттăмăр. Аттемĕр пире ыталаса илетчĕ те хурланатчĕ, куçĕсем те шывланатчĕç унăн, иртнĕ вăрçăн тумхахлă çулĕсене аса илетчĕ вăл. «Ачамсем, вăрçă вăл пĕрре те кинори пек мар, унта пĕтĕмпех урăхла. Сирĕн вара нихăçан та вăрçă курмалла ан пултăр», - тетчĕ вăл. Атте вăрçă çинчен каланисем паянхи кун та асăмрах. Вăрçă вăхăтĕнче аттесен танкне нимĕçсем персе юрăхсăра кăларнă пулнă. Экипажран иккĕшĕ çеç сывă юлнă. Çыран пĕр енче тăшмансем, тепĕр енче хамăрăннисем. Ноябрь уйăхĕнче пулнă ку ĕç. Пĕр талăк пăрлă шывра пытанса тăма тивнĕ вĕсен. Пирĕн салтаксем юхан шыв патĕнчен нимĕçсене хăваласа ярсан, тин ирĕке тухнă вĕсем. Çак пăрлă шывра пулни те аттен сывлăхне чылай хавшатнă. Танксем яланах малта пынă. Ял-хуласене ирĕке кăларсан мĕн-мĕн курма тивмен-ши ăна; «Пĕррехинче Прибалтикăна ирĕке кăларнă чух пĕр хулари ача çуратмалли çурт патĕнче чарăнса тăтăмăр. Шыв ĕçес килнипе унти тарасана уçса пăхрăмăр. Унта вара туп-тулли ача, хĕрарăм виллисем», - макăрса каласа паратчĕ атте. Вăрçăра темĕн те курнă. Шутламан туман çĕртен пирĕн атте хамăр ял çыннипе Иван Ефимовичпа тĕл пулать. Вăл - пехотинец, пирĕн атте - танкист. Пĕр-пĕрне курсан ыталаса илнĕ, савăнăç куççулĕ тухнине те пĕрре мар аса илетчĕ вăл.

Вăрçă хыççăн 1948 çулта пирĕн атте Р.Васильевапа пĕрлешсе çемье чăмăртанă. 5 ача çуратнă вĕсем. Анчах та вĕсене ÿстерсе ĕлкĕреймерĕ атте. Кĕçĕнни 6 çулта чухне вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Вăрçă суранĕсем ун сывлăхне самаях хавшатрĕç çав. Пирĕн кĕçĕн шăллăмăн В.Васильевăн та ÿссе çитсен Афганистанра пыракан вăрçа хутшăнмалла пулчĕ. Атте мăнукĕсем, Сергейпе Владимир Васильевсем, Чечен вăрçинче тăван çĕршывшăн сыхă тăчĕç.

Епле йывăр пулсан та, пирĕн йăх-тĕпри арçынсем Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ, хÿтĕлеççĕ те. Халĕ мăнуксен ачисем çитĕнеççĕ. Вĕсем те аслашшĕ, ашшĕ пекех паттăр салтак пуласшăн, мирлĕ пурнăçшăн кар тăрасшăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика