АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ял - вăрçă çулĕсенче

22 июня 2010 г.

Тăван çĕршыва хÿтĕлеме Арапуç ялĕнчен 241 çын тухса кайнă, вĕсенчен 172-шĕ каялла таврăнайман! Мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши тăлăха юлнă хĕрарăмсем!

Кашни çулах яла вилни çинчен пĕлтерекен çырусем килнĕ. Куна сăмахпа каласа кăтартаймăн. Вилни çинчен тÿрех темиçе çыру илнĕ амăшĕсен чĕрисем мĕнле чăтнă-ши; Арапуç ялĕнчи пĕр çемьере ÿснĕ пĕртăван Лоцмансем: Сергей, Павел, Дмитрий, Иван 1942-1944 çулсенче вăрçăра паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Тимофей Владимировичпа Евдокия Павловна Тимофеевсем 3 хурлăхлă çыру илнĕ: Михаилпа Георгий ывăлĕсем 1941 çулта, Василий 1942 çулта пуçĕсене хунă. Ленинград çывăхĕнче пынă çапăçусене пирĕн ентешсем нумай хутшăннă. Тăван ял çынни И.Семенов ĕмĕрлĕхех çак çĕр çинче юлнă. Январьте пынă çапăçусене Г.Порфирьев, А.Матвеев, Н.Васильев, Н.Никитин, П.Иванов, В.Кириллов, Я.Михайлов хастар хутшăннă. Çак ялтанах тухнă К.Кабанова тата В.Архипов «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.

1942 çулхи июнь уйăхĕнче 19 çулхи каччă – Василий Николаевич Николаев фронта тухса каять. Çамрăк каччă Курск çывăхĕнчи çапăçусене хутшăнса аманать. Кунта хастарлăх, паттăрлăх кăтартнăшăн Василие Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ параççĕ. Госпиталь хыççăн вăл чукун çулсене сыхлакан стрелковăй батальона лекет. Çавăн пекех вăл Хĕвелтухăç Пруссинче пыракан çапăçусене те хутшăнать. В.Николаев 2 степеньлĕ Суворов орденне тивĕçнĕ. 1946 çулта хĕлле тин таврăнать вăл киле.

Арапуç ялĕн тепĕр мухтанмалли çынни вăл - Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă Иван Иванович Иванов. Вăл вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчен пуçласа Çĕнтерÿ кунĕ çитиччен фронтра пулнă. Псков, Ржев, Минск, Витебск хулисемшĕн пынă çапăçусене хастар хутшăннă. Беларуссире çапăçнă чухне вĕсен полкне нимĕçсем çавăрса илеççĕ. Йывăр тытăçура Ивана снаряд ванчăкĕ вăйлах сусăрлатать. Икĕ уйăх хушши Минск хулинче госпитальте сипленнĕ хыççăн, 1941 çулта çак хула çывăхĕнче пынă çапăçура плена лекет. «Бухенвальд», «Загзен-Хаузен», «321-Валенпостел» концлагерĕсен терчĕ витĕр чăтса тухма тивет И.Ивановăн. Çак тамăк евĕр условисенче ăна нимĕç чĕлхине тата пăравус юсама пĕлни кăна çăлса хăварать. 1945 çулта пленри совет салтакĕсене американецсем хăтарнă. Тăван ялне Иван Иванович 1946 çулхи июнь уйăхĕнче таврăнать. Çапăçури паттăрлăхшăн вăл 2 степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденне тата нумай медальсене тивĕçнĕ.

Вăрçă пуçлансан çынсем ял хăрушсăрлăхне пысăк тимлĕх уйăрма пуçланă, каçхи хурала тухнă. Пушансах юлнă тăван ял çак çулсенче. Арçынсем пурте тенĕ пекех вăрçа тухса кайнă. Вĕсен вырăнне хĕрарăмсем, çул çитмен ачасем, ватăсем юлнă. Тĕреклĕ лашасене те фронта илсе кайнă.

Пирĕн колхозра тракторист пулса И.Арсентьева, Н.Кузнецова тăрăшнă. Çынсем талăкне 3-4 сехет кăна çывăрса пурăннă, йăлт хуçалăх ĕçне парăннă. Яла эвакуациленĕ çынсене те вырнаçтарнă. Акă пĕринче 10 класра вĕренекен М.Анисимова çакăн пек пулăм курнă: Вăрмар поселокĕнчен Арапуç ялнелле салтаксен вăрăм колонни килнĕ. Вăрçă суранĕсенчен, асапĕсенчен ывăнса çитнĕскерсене Арапуçĕнчи больницăна сывалма, канма янă. Нумайăшĕ чĕрĕлсе çитсе каллех вăрçă хирне тухса кайнă, хăшĕсем йывăр суранĕсене пула кунтах вилнĕ. Ĕмĕрлĕхех выртса юлнă 16 салтак çак ялти масар çĕрĕ çинче. Каярхпа вĕсене халалласа мрамортан тунă мемориал плити лартнă. Ăна халĕ Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем пăхса тăраççĕ.

Вăрçă çулĕсенче шкул ачисем сивĕрен аптăранă. Хăйсемех вутă хатĕрленĕ. Чернил шăнса ларнине пула кăранташпа, хут çитменнипе хаçатсем, кĕнекесем çине çырма тивнĕ. Урана тăхăнмалли пулманнипе шкула ачасем çăпатапа та çÿренĕ. Çапах ял халăхĕ мĕн май пур таран фронта пулăшма тăрăшнă, унта ăшă алсасем, нускисем, çăматăсем ăсатнă. Укçи-тенкине танксем, самолетсем тума пуçтарнă. Калама çук йывăр вăхăтсем пулнă. Çинĕ-çимен пурăнса, сивве чăтса ĕçлесе пурăннă халăх çапах та асаплă çулсене тÿссе ирттерме вăй-хал çитернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика