АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнни нумай пулĕ

22 июня 2010 г.

Республикăн кăçалхи кунĕн хăйне евĕрлĕхĕ, уйрăмлăхĕ пур: вăл Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнипе пĕр килет. Ăна çÿллĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕ чылай ĕç пурнăçланă. Киввипе - çирĕп йăлана кĕнипе пĕрлех - çĕнни те нумай пулĕ.

«Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнма Раççей Федерацийĕн 47 регионĕпе 4 ют çĕршыв (Голланди, Болгари, Бельги, Беларуç) йыхрав янă. 23 регионпа 4 çĕршывран Чăваш Ене хаваспах килессе пĕлтернĕ. Вăл шутра йăхташăмăрсен диаспори тĕпленсе пурăнакан Пушкăрт, Тутар Республикисенчен, Самар, Чĕмпĕр, Саратов, Тюмень, Пенза облаçĕсемпе Мускав хулинчи тата Беларуç Республикинчи 9 коллектив хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Фолькдискотека ирттерме вырăс халăх юррисен «Воронежские девчата» вокал ансамбльне чĕннĕ.

Пĕтĕм Раççейри ал ĕç ăстисен саккăрмĕш фестивальне çĕршывăн 47 субъектĕнчен 70 ытла ăста килĕ. Республикăн тĕп хулинчи тĕрлĕ площадкăсемсĕр пуçне уява кăçал çавăн пекех Патăрьел районĕ кĕтсе илĕ. Кунта та ĕç вĕресе тăрать: урамсене тирпей-илем кĕртеççĕ, çуртсен мал енĕсене юсаççĕ, сăрлаççĕ, уяв программине хатĕрлес ĕç те вĕçленсе пырать.

Чăвашсен тарават çĕрĕ çинче, тĕрлĕ халăхсемпе культурăсен çыннисем ĕмĕртенпе туслăхпа килĕшÿре пурăнакан çĕрте, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи тата ют çĕршывсенчи пултарулăх йăли-йĕркисене тытса пыракансем тĕл пулни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малалла Чăваш автономийĕ мĕнле йĕркеленнĕ, çак ĕçе камсем хутшăнни пирки темиçе материал сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика