22 июня 2010 г.
Ĕнер райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 53-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Депутатсен Пухăвне ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, ЧР Президент Администрацийĕн представителĕ В.Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн вырăнне контрактпа ĕçлеме йышăнас пирки йĕркеленĕ конкурс комиссийĕн членĕсем, райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе сектор заведующийĕсем, предприятисемпе организацисен руководителĕсем, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район депутачĕн Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чи малтанах депутатсем 2010 çулхи район бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен пăхса тухрĕç. Çавăн пекех «Илем» культурăпа спорт комплексĕнчи тÿлевлĕ пулăшусен тарифне çирĕплетрĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн вырăнне контрактпа ĕçлеме йышăнас пирки йĕркеленĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем пирки конкурс комиссийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев паллаштарчĕ. Генрих Геннадьевич конкурсра Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ К.Никитин çĕнтернĕ пирки пĕлтерчĕ. Район Пухăвĕн депутачĕсем конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшрĕç, пĕр саслă пулса Константин Владимирович Никитина Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне 2010 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчен çирĕплетрĕç. Вăрмар район пуçлăхĕ Г.Тимофеев район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа контракт çырчĕ.
- Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Конституцийĕсене, Вăрмар район уставне пурнăçласа пыма, район аталанăвĕшĕн, кунта пурăнакансемшĕн мĕн пур пĕлĕве, ăсталăха пама тăрăшăп. Пĕрле пĕрлешсе ĕçлесен, хамăр тăрăшсан, Турă пулăшсан çитĕнÿ пулатех, - терĕ Константин Владимирович. Çĕнĕ пуçлăха ĕçре ăнăçусем сунса Мăнçырмари Тихвинский Турамăш Турăшăн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте пил пачĕ.