АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михĕ хыççăн михĕ тулать

22 июня 2010 г.

Михĕ хыççăн михĕ тулать

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОра чылай çул хушши витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлесе кайăк-кĕшĕкне те, ытти пысăк выльăхĕсене те тăрантарса усраççĕ. Çакă вара вĕсене çитĕнÿсем хыççăн çитĕнÿсем тума пулăшать.

Курăк çăнăхĕ тăвакан агрегачĕ те вĕсен чăх-чĕп фабрикин территорине хирĕçех вырнаçнă. «Вăл ĕçлеме тытăнсан пĕр-пĕр пысăк фабрика ĕçлеме тытăннă пекех туйăнать вара çуллахи кун, чун савăнать», - тет çырма хĕрринче хур чĕпписене сыхласа ларакан пĕр пенсионер (хăй те вăл тăван хуçалăхрах вăй хунă). Кивĕ Вăрмарсен «карапĕ» çулсерен 200-300 тонна курăк çăнăхĕ хатĕрлет. Кăçал та вĕсем çак ешĕл те сиплĕ апата 300 тонна хатĕрлеме палăртнă. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçланатех вĕсем, мĕншĕн тесен кунта вăй хуракан специалисчĕсем те рабочийĕсем те шанчăклă çынсем. Ку енĕпе чылайранпа ĕнтĕ хуçалăхри ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕ Г.Андреев яваплă. А.Николаевпа Н.Николаев механиксем те ку ĕçре çĕнĕ çынсем мар, хăйсен ĕçне пĕлсе, пĕр кăлтăксăр пурнăçласа пыраççĕ. Тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлаканĕсем вара - шкул ачисем. Кайăк-кĕшĕк фабрикинче çуллахи каникулта ачасене çил хăвалаттарса çÿретмеççĕ, кашни çулах ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Акă кăçал та 9-11 класра вĕренекен 10 ача - А.Герцен, А.Григорьев, А.Дмитриев, А.Казаков, В.Васильев, А.Прохоров, А.Никифоров, А.Максимов, А.Степанов, О.Илларионов - витаминлă курăк çăнăхĕ тунă çĕрте вăй хураççĕ. Кунта ĕçленипе ачасем кăмăллă, чупса кăна ĕçлеççĕ, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаççĕ. Курăкĕ те пĕр вĕçĕм килсех тăрать. Ăна КПИ - 2,4 агрегатпа С.Николаев çулса тăрать, МТЗ - 80 тракторпа Н.Петров мехнизатор АВМ патне турттарса тăрать. Чирĕ те симĕс курăк вара кĕçех типĕ те сиплĕ çăнăха куçса михĕсем çине тулать. Михĕ хыççăн михĕ тулса çумăр лекмелле мар çĕре тирпейлесе хураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика